Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗксӗм (тĕпĕ: тӗксӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗл пулнӑ тӗксӗм кунпала, Тӑман нимрен те хӑраса.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑрах аллинче кукӑр патак, тепӗр аллинче тӗксӗм кӑвак шлепке.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ темелле — пӗрпекех ҫӳлӗ, куҫӗсем хура, тӗксӗм ҫӳҫӗсене иккӗш те вӑрӑм ҫивӗтлесе пуҫ тавра явса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре те тӗксӗм мар.

Не темным — это точно.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Тӗксӗм кӗрхи кун пӗрре хӗвел пӑхса илнӗ пек пултӑр.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн тӗксӗм сӑнӗ, сухалне яп-яка хыртарнӑран-и е кӗҫӗр ҫӗнӗ вырӑнта йӗркеллӗ ҫывӑрайманран, кӗл сапнӑ евӗр тӗссӗррӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан керменӗн чӳрече кантӑкӗсем лутра та тӗксӗм.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая халь ҫу каҫиччен тутлӑ апат ҫисе якалса кайнӑ тӗксӗм сарӑ тилӗ кирлӗччӗ — ун йӗрӗ ҫине ӳкме кансӗр.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пӗвӗпе амӑшӗнчен нумай ҫӳллӗрех, хулран та амӑшӗнчен сарлакарах-тӑр, анчах ылтӑн евӗр сарӑ тӗксӗм ҫӳҫӗ вара амӑшӗнни пекех юри кӑтралатнӑн явкаланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Афишӑсене тӗксӗм сарӑ хут ҫине ҫеҫ ҫаптарнӑ пулин те, клише ҫинчи чармак туратлӑ ватӑ юман аван курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн тӗксӗм хӗрлӗ алӑкӗ урлӑ кӑшт чалӑшшӑн шурӑ пурӑпа «Делегатский!» тесе ҫырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушӑн кивелнӗ мундирӗ ыттисен ҫумӗнче ытла та тӗксӗм курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ куҫӗнче те тӗксӗм сий пур иккен, — пӗлтерчӗ куҫ профессорӗ, палатӑран тухса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Крыльца умӗнче тӗксӗм хунар кӑна ҫунать пулсан та, хӑш-хӑш кунсенче чирлӗ ҫынсем патне килмеллине ҫырса ҫапни лайӑх курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Йӑлӑхтарчӗ мана тӗксӗм пурнӑҫ танати.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уйӑх ҫути ҫӗнӗ чиркӗвӗн ылтӑн хӗрессисене илемлӗн ҫутатнине асӑрхарӗ те Эльгеев, Шӗнерпуҫӗнчи тӗксӗм шура хӗреслӗ йывӑҫ чиркӗве аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малалла вара — ҫӗрлехи хӑрушӑ тӗлӗк; икӗ ҫын сӗм тӗттӗмре ҫаврӑнать-сикет, вӗсем ухӑ йӗпписен шӑвӑнчӑк шӑхӑрӑвӗнчен пытанаҫҫӗ, халран кайнипе ӳкеҫҫӗ, упаленеҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, пӑшалне сыхласа хӑварнӑскер, тилӗрсе хыҫалалла перет те перет, акӑ тинех тӗксӗм юхан шывпа кимӗ патне ҫитсе ӳкрӗҫ.

А дальше был страшный ночной сон, когда, кружась во тьме, кланяясь ползущему свисту стрел и падая от изнеможения, два человека, из которых один, сохранивший ружье, бешено стрелял наугад, — пробрались к темной реке и лодке.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Джесси чӗмсӗррӗн ларать, тӗкӗр умӗнчен чавсисемпе тӗревленнӗ; питне ал тупанӗсемпе ҫавӑрса тытнӑ та — хӑйне кӗнеке вуланӑ чухнехилле тӗсесе сӑнать; ҫапла нумай вӑхӑт иртрӗ, эпир каласа кӑтартнӑ истори кӑларса тӑратнӑ мӗн пур шухӑш ҫак авӑкра унӑн тӗксӗм ҫӳҫлӗ вӗри пуҫӗнче арпашӑнса йӗркеленсе ҫитрӗ, — хӑйӗн парнисемпе, ыйтӑвӗ-хистевӗпе.

Джесси сидела молча, поставив локти на подзеркальник; охватив ладонями лицо, она смотрела на себя так, как читают книгу, и когда прошло много минут, все мысли, какие может вызвать рассказанная нами история, перебывали в ее темноволосой пылкой голове, с дарами и требованиями своими.

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн шухӑшласа хунӑ ӗмӗт татӑлӑвӗ ҫумне тӗксӗм киленӳ ҫав-ҫавах ҫыпӑҫасшӑн.

Темное удовольствие все еще примешивалось к ее обдуманному отчаянию.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ыйхӑн тӗксӗм урхамахӗ ӑна горизонт патнелле сиккипе илсе каять, унта вара нимӗн те ҫук, тулли нимӗн те.

Темный конь сна мчал ее к горизонту, за которым нет ничего, кроме полного ничего.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех