Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗҫ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пӗр хушӑ шӑпӑртах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫатан карта хушӑкӗнчен пӗр самант шап-шурӑ чӗркуҫҫи кукрашкисем вӗлтлетсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр кунхине пирӗн килкартине темиҫен пырса кӗчӗҫ те Мартин пахчи умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Виҫҫӗшӗ те, карттусӗсене хывса, пуҫӗсене пӗксе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Икӗ ватӑ ҫын, ыталанса илсе, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чуптурӗҫ те вӑрахчен уйрӑлаймасӑр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӗсем хире-хирӗҫ утса пычӗҫ те, пӗр-пӗрне хулпуҫҫисенчен ярса илсе, ним чӗнмесӗр куҫран-куҫ пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӗсем, ыталанса илсе, пӗрне-пӗри ҫурӑмран ҫапкаласа тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Федор Андреевич сӑмахне итленӗ хушӑра куҫ умне ҫав ҫӗр — вӑрман енчи тӳремлӗхпе ялсем хыҫӗнчи тайлӑк уйсем, — ӑна сухалакан, тырӑ выракан ҫынсем туха-туха тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Тухса каяс умӗн салтак ачисем анне умне чӗркуҫленсе тӑчӗҫ, аннене тав туса, ҫӑкӑр-тӑвара чыс туса юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Корреспондентсем, фоторепортерсем килех тӑчӗҫ бригадӑна, кино ӳкерекенсем те персе ҫитрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ак ӗнтӗ Микка ывӑлӗсем те пичӗсене кӗҫҫе ҫӗленӗ этемсем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Урам вӗҫӗнчи шӗвӗр тӑрӑллӑ пӳртре тин ҫеҫ улттӑн пурӑнатчӗҫ Караҫсем — ак ӗнтӗ сасартӑк вунна ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Тухьяллӑ хӗрсем харӑсах тӑчӗҫ те алӑ ҫупма, такмак калама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӗсем урай варрине ҫитрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ, пӗрре малалла, тепре каялла пусрӗҫ, кӗлеткисене акӑш пек танлӑн тытса, пӗр вырӑнта ҫаврӑнса илчӗҫ, унтан хӑвӑрт хускалчӗҫ те тӗрлӗ еннелле чупса-сиксе саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Шурӑ кӗпеллӗ, тухъяллӑ хӗрсем ура ҫине тӑчӗҫ те, пилӗк таран авӑнса, пуҫ тайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Директор сассине илтнӗ пекех, Чӗкеҫ чарӑнчӗ те каялла, ферма еннелле пӑхрӗ, ҫав самантра ҫӗнӗ ферма ҫухалчӗ, ун вырӑнне улӑм витнӗ саман витесем, ӗне сӑвакансен мунча пек ҫурчӗ тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хайхискерсем, Бианка вилли патне пырса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вара вӗсем палӑк умӗнче пӗр самант калаҫса тӑчӗҫ те Культура ҫуртне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Те чӗнмесӗр тӑчӗҫ, те пӑшӑлтатса ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн каччӑпа хӗр чылай вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех