Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнса (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухӑва вӑл, сӑмахран, кашнинчех хура сукна кӗпе, салтак галифи, хром атӑ тӑхӑнса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ни уяв ҫук саншӑн, ни вырсарникун, ни ҫынсем пек йӗркеллӗ тум тӑхӑнса ҫӳрейместӗн, — тесе кабина алӑкне хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Апат ҫирӗ те плащ тӑхӑнса урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Халиччен килсе кӗмен ҫын ахальтен ҫӳременнине ӑнланса: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачасем… Кунта темӗн ырӑ мар пулнах. Микула, эсӗ тумланса хатӗрлен-ха. Эпӗ тухса пӑхкалам! — терӗ те Ҫтаппан сӑхман тӑхӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальччен юсав тумланма юратаканскер, тачка пиртен ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑнса, ҫӑпата сырса ҫӳре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук амбара васкаса кӗчӗ те тӑлӑп тӑхӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утса пынӑ ҫӗртех пиншакне тӑхӑнса тӳмелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килсе сӑмах тунӑшӑн ан ҫилленӗр… — пӑшӑрханса каларӗ те Ҫтаппан ҫӗлӗкне тӑхӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Витрери шыва пуҫ тӑрӑх ярса чӳхенчӗ те таса ҫипуҫ тӑхӑнса пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа килне кӗрсе кайсан, вӑл ҫине хӑпӑл-хапӑл сӑхман тӑхӑнса ячӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ, вара, кӑштӑртатса, Сахар патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара ҫине тап-таса хура пурҫӑн халат тӑхӑнса ячӗ те стойкӑсем хушшипе утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайччен пӑтраштарнӑ хыҫҫӑн ҫӳллӗ кӗлеллӗ ӑшӑ аттине илсе ури ҫумне тытса виҫрӗ, вара часах тӑхӑнса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар хӑй килсе чӗнсен тин Хветутпа арӑмӗ темех ытлашши турткаланмасӑрах ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса, кӳрше килне каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫанталӑк шӑрӑх пулин те, хура костюм, чӑлт-шурӑ кӗпе, шлепке тӑхӑнса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынсем пӗр ҫухрӑма ӑмӑртса чупрӗҫ, ҫӳлелле тата аякка сиксе хӑйсен пултарулӑхӗсене кӑтартрӗҫ, урисене михӗсем тӑхӑнса, сике-сике чупрӗҫ, пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисем тӗрлӗрен парнесем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр эрнинче, чи лайӑх ҫи-пуҫ тӑхӑнса, Сахар тӳрех ҫав ҫын патне кайрӗ, евчӗ таврашӗ шырамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун Сахар мунчинче ашшӗ вӗри чул ҫине ӑшши парса ҫӗлӗкне хывмасӑр, аллине алсатуль тӑхӑнса тӳсме ҫук вӗрире ҫапӑннине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн пӗр енӗ ҫеҫ питех кӑмӑла каймасть Сахара: мулне кура мар лайӑх тӑхӑнса ҫӳреме, ҫынсем умӗнче ытларах вӗҫкӗнленме юратать шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗписене тӗкӗрҫӗсем ҫавӑнтах тӑхӑнса ячӗҫ, унтан алсишне тӑхӑнса, темле хаклӑ парне илнӗ пек, аллисемпе ҫӑт та ҫат! тутарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан шакӑсене пуҫтарчӗ те рак хуранӗсенчен эрешлесе тунӑ пӗчӗк арчана хучӗ, хӑй джеллаба — вӑрӑмран та вӑрӑм халат тӑхӑнса пусма вӗҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех