Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем 19 ӑмӑрту лапамӗнче ӗҫ хӑнӑхӑвӗсене кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗн уҫса пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745

Чӑваш Республикинчи шкул ҫулне ҫитмен ачасене тӗрӗс аталантарас енӗпе ача сачӗсенченех тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Кунта татма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем вара ӗҫсем каяҫҫӗ пуль тесе шутлатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804

Вӗсенчи специалистсем вырӑнта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлсе тӑраҫҫӗ, тухса тӑнӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

…Анчах ялти усал куҫсем пурне те асӑрхаҫҫӗ, юплӗ чӗлхесем ҫын ҫинчен элек сарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӗсем профессора хӑйне яланах хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ун пӳлӗмӗнчен тухсан вара, такама ӳпкеленӗ пек, пуҫӗсене ҫеҫ сулкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Кун пекки пӗрремӗш те, юлашки пултӑр», – тесе тӑрӑшаҫҫӗ тӗрлӗ ведомство ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Ҫавна пула хамӑр ҫӗр-шыври халӑхсем кӑна мар, ҫӗр ҫинчи нумай-нумай халӑхсем хӑйсен чӗлхисене вырӑс чӗлхи аталанӑвӗн шайӗпе виҫме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Иван Яковлев хунӑ никӗсе Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшакансем те, унта пӗлӳ илекенсем те малалла аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Иван Яковлев халалӗ пурнӑҫа кӗрсе пырать – чӑвашсем, ытти халӑх пӗрле пухӑнса пысӑк та пархатарлӑ ӗҫсем пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Мамарланов та, Никифор Варламович та Маринӑпа яланах йӑпӑл-йӑпӑл: вӑл мӗн ыйтать — ҫавна йӑлтах пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем, алла алӑ ҫӑвать тенешкел, кирек хӑҫан та пӗр-пӗрне пулӑшма, хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Республикӑри предприятисем космос отраслӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ программӑсене пурнӑҫа кӗртессипе хастар тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Иккӗшӗ те, юлашки вӑйне пухса, тӗлӗрсе каяс марччӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем, хӑйсем ҫине килекен инкекрен тарса хӑтӑлма хӑтланнӑн, кашкӑра курнӑ сурӑх путеккисем пек, пӗр-пӗрин хыҫне пытанма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах пуянсемпе мулласем тутар пулассишӗн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсене Хусан ханӗсенчен тӑван тесе мухтанса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кусем ут-урхамах юратакансем ӗнтӗ, вӗсем ӑмӑртура кам ҫӗнтерессине халех пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Папки тухманшӑн ҫуркунне мар, ҫӑка хӑй айӑплине, ҫӑкан хӑйӗн тымарӗсем ҫӗрсе пӗтнине, ҫавӑнпа вӑл Ҫӗр-аннерен сиплӗ сӗткен илейменнине, сӗткенсӗр, ытти йывӑҫ пекех, вӑл та, Киремет ҫӑки пулсан та, ешерме пултарайманнине каласа ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркунне тусӗсем — тӗрлӗ енчен вӗҫсе килнӗ ҫил ачисем — ӑна тӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакскер ҫине пӑхса-пӑхса, ытти ҫуртсем унран аяккарах тарса кайма тӑрӑшаҫҫӗ тесе те калӑн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех