Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшать (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра ӗҫ династине Валерий Геннадьевич ертсе пырать, вӑл ачасене пӗлӳ парас ӗҫре 37 ҫул тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Тимофеевсен педагогикӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – 515 ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0% ... %82%d0%b0/

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Чӑваш Республикин Правительстви «03» служба пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне шута илсе тата лайӑх ӑнланса сире пур майсемпе пулӑшма тӑрӑшать.

Понимая важность и востребованность службы «03» Правительство Чувашской Республики старается всячески вас поддержать.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

Патшалӑх чӑннипех те ӳсекен ӑрӑва вӗренме, хӑйсене тӗрлӗ енчен аталантарма условисем туса парас тесе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫулӗсем пур пулсан та, кун пек чух амӑшӗ пӗр вырӑнта ларса тӑма пӗлмест, ҫамрӑксемпе пӗр тан ӗҫлеме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Альбина Фомина староста вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, тӑван тӑрӑхне илемлӗрех, ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвассишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Кунта пурӗ 19 ҫын тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%85a%d1% ... bb%d0%bba/

Юман ҫаплах парӑнасшӑн мар иккен, вӑл чӗрӗлмех тӑрӑшать

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кӗрӳшӗ завода ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратас тесе ҫине тӑрсах тӑрӑшать пулин те, нимӗн те ӗҫ кӑлараймасть, вара унӑн ӑна ик-виҫӗ ҫултанах хупмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫав вӑхӑтрах кашни совет ҫынни вырӑс чӗлхине вӗренме тӑрӑшать пулсан, ӑна вӑл пурнӑҫ хушнипе тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Паллах, ҫак аталанура кашни чӗлхе чи малтан хӑйӗн шалти мелӗсемпе усӑ курма тӑрӑшать, ҫав мелсем ҫителӗксӗр чухне вӗсене урӑх чӗлхесенчен илет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Геройсен сӑн-сӑпачӗсене, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсене ҫивӗч конфликтсем урлӑ кӑтартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

— Ку тӗрӗс мар вара, милици кашни гражданин ыйтнинех шута илет, ӑна мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать, — тет ӑна хирӗҫ Орлов.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫамрӑксен театрӗ вӑхӑтпа пӗр тан утма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тӑрӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Ваттисене те, ҫамрӑксене те ырӑ тума тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, шӑршлӑскер, таса марскер, ытти ҫынсене те мӗнле те пулин варалама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫулталӑкра пӗрре тивӗҫекен канӑва чылайӑшӗ Крымпа Кавказ таврашӗнче е пысӑк хуласенче ирттерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑрӑшать иккен ҫын.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсен йӑвине вӑл ним курӑнмиех шӑлса лартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех