Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтӑр пӑт тиенӗ лавпа Энтрей лашине аран-аран чарса пынине курсан, ял ҫыннисем тӗлӗннипе ҫӑвар карсах пӑхса тӑрса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар килӗ-ҫурчӗпе тепӗр вунӑ-вуникӗ хуҫалӑх халӗ утрав ҫинчи пек тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирхи виҫҫӗре ура ҫине тӑрса хуҫалӑхри ӗҫсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн Вӑрнар ене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Ҫапла пуринчен малтан тӑрса пуринчен кайран выртать «Мураты» хуҫалӑх ертӳҫи Спиридонов Юрий Петрович.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ирех тӑрса сӗт парать, пӑрусене уя тухса кӑкарать.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Чи пӗлтерӗшли – сирӗн унта пропискӑна тӑрса пурӑнма куҫмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Депутатсен ҫӗнӗ корпусӗ те халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса малашне Вӑрнар муниципаллӑ округ аталанӑвӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Ҫӑлтӑрсем сывлӑха ҫине тӑрса тимлеме сӗнеҫҫӗ.

Звезды настоятельно советуют позаботиться о своём здоровье.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Иливан сывлӑшӗ пӳлӗннӗрен тата суранӗ ыратнӑран хыттӑн ахлата-ахлата илчӗ, тӑрса ларма хӑтланчӗ, ашшӗ ӑна пӗрре те алӑран вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан тек хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмест, юратмастӑп эп ҫапла калаҫнине тенӗ пек, каярах тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗччен тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс пӗччен тӑрса юлтӑн-и вара?

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ларакансем кунта ваттисем ҫеҫ, ыттисем, туй курма килнӗ ҫынсем пек, шӑкӑр тӑрса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пуҫланать пулас каллех, — терӗ Иштерек атма-сӗрекесемпе аппаланакан Ахтупай патне кӑштӑртатса пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисет Аттеней, ашшӗ те урӑхларах пӑхать халь ун ҫине, ывӑлӗ ҫын шутне кӗни, вӑл старостӑпа та хӑй патне кайсах, куҫа-куҫӑн тӑрса калаҫни ӑна та савӑнтарать пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сылтӑм ҫырана халӑх ытларах та ытларах пуҫтарӑннине асӑрхарӗҫ те ӗнтӗ, чарӑна-чарӑна тӑрса аякранах тем кӑшкӑрма, каҫса пӑхӑр-ха, халех пеме пуҫлатпӑр тенӗ пек, пищалӗсемпе юнама тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вара ҫак ик лашапа тӑрса юлас-и?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Патша сӑмахне кала, итлетӗп, — терӗ князь ӳпӗннӗ ҫӗртен яшт тӳрленсе тӑрса.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пин ҫын мар, ҫӗр ҫын та ҫук кунта, пӑлхавҫӑсенчен ячӗ кӑна тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, Мамич-Бердей, мӗн тӑвас сана халь? — пӗтӗм хаярлӑхне пуҫтарса ыйтрӗ Тукай унпа юнашарах пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех