Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрринче (тĕпĕ: тӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк ман пуҫ тӑрринче так! так! тутарнӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Аэродромӑн пӗр кӗтессинче ларакан йывӑҫ пӳрт тӑрринче кӑвакарчӑнсем хаваслӑн кӑвӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫаралса чухӑнланнӑ йывӑҫ тӑрринче юлашки ҫулҫӑсем вӗлтӗртетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, шурӑ кӗпине шӑлавар ҫинчен кӑларса янӑскер, капан тӑрринче улӑп пек мӑнаҫлӑн тӑрать, аялтан йӑтса паракан утӑ ҫӗклемӗсене аллинче вӑльт-вӑльт вылякан кӗске авӑрлӑ сенӗкпе майлаштара-майлаштара хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хӗрлӗ — юн мар, ҫемҫе — хӗр пичӗ мар, ҫурт тӑрринче хӗмленет — хӗвел мар, кирек кама та малалла йыхӑрать — чӗлхеллӗ мар.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сарай тӑрринче пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр шухӑша кайса хутланса ларнӑ хыҫҫӑн каллех Аркаша тархаслама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӳлте-ҫӳлте, йывӑҫсем тӑрринче, кӑвакрах шурӑ юр пӑтрашӑна-пӑтрашӑна шалтах ывӑнать те ҫӗр ҫине майӗпен вӗтӗртетсе ӳкет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юрлӑ ту тӑрринче тӑлӑххӑн ларакан чӑрӑш ӳкернӗ конверта уҫсан унтан духи шӑршиллӗ хут листисем кӑлартӑм та ҫак йӗркесене вуларӑм:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ылтӑн юпа тӑрринче.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вшик! — илтрӗ вӑл хӑй пуҫ тӑрринче.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сунарҫӑсем хӑшпӗр чухне йывӑҫ тӑрринче типсе-хӑрса кайнӑ ҫын шӑммисене тупни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таркӑн этем йывӑҫ тӑрринче те курӑнмарӗ, ҫӗр хӑвӑлӗ те ку таврара пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку ӑмӑрткайӑкӗ ката тӗлне вӗҫсе ҫитрӗ те ун тӑрринче ҫаврӑнса вӗҫме тытӑнчӗ, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ, унтан ҫӗрелле анма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут шлепки тӑрринче шурӑ ут хӳринчен Ҫилхе пек варкӑшать хӗлӗхлӗ мӑйрака, Ҫут кӗпҫеллӗ пӑшал ҫурӑмӗ хыҫӗнче…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун вӗҫне тухаттӑм ӗнтӗ, йывӑҫ тӑррисем хӑрушшӑн кашласа илчӗҫ, урам варринчи тусан, пӗлет пек, сывлӑша ҫӗкленчӗ, таҫта ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, темӗскер хаяррӑн тӗнкӗртетрӗ, шултра тумламсем пӑт та пат ӳкме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Таҫта ҫӳллӗ купаланӑ ҫапӑ тӑрринче выртать пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Прачакӑн тепӗр енӗпе лӑсӑллӑ, сайхахлӑ вӑрман (кӑтра лӑсси-турачӗсем чӑн тӑрринче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та вӑрмана ҫиелтен кӑпӑш симӗс ваткӑ пек витсе тӑраҫҫӗ) шав тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав вӑхӑтра пуҫ тӑрринче ҫиҫӗм ялтлатрӗ, хаяр аслати хӑлха хупланса лармалла шартлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ытти чухне, шухӑ ҫил йывӑҫсем тӑрринче аташса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче, Ленӑсен пахчинче ҫулҫӑсем вӑрманта евӗр шӑпӑлтататчӗҫ, йывӑҫ тӑррисем хумханатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пытанайман хӗвел шевлисем йывӑҫ тӑрринче сиккелеҫҫӗ, хӗвеланӑҫнелле пӑхакан чӳречесене йӑлтӑртаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех