Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрлавсӑррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрлавсӑррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Купецсен пичӗсем ҫинче ҫуйхану, тӗлӗнӳ, ӳпкелешӳ тӗкӗрленнӗ, пурте, темӗнле, тӑрлавсӑррӑн аптраса ларнӑ.

Лица купцов отражали тревогу, любопытство, удивление, укоризну, и все люди как-то бестолково замялись.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас».

Я скоро понял, в чем дело, и с страшной головной болью, расслабленный, долго лежал на диване, с тупым вниманием вглядываясь в герб Бостонжогло, изображенный на четвертке, в валявшуюся на полу трубку, окурки и остатки кондитерских пирожков, и с разочарованием грустно думал: «Верно, я еще не совсем большой, если не могу курить, как другие, и что, видно, мне не судьба, как другим, держать чубук между средним и безымянным пальцем, затягиваться и пускать дым через русые усы».

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Мӗн турттарса каятӑр?» — ыйтать Василий пӗрремӗш лавҫӑран, лешӗ акӑш-макӑш пысӑк урисене ӳречерен усса тата чӑпӑрккине сулкаласа, пирӗн ҫине тӑрлавсӑррӑн тинкерсе вӑрах пӑхать, ыйтӑва хирӗҫ илтмелле мар аякка кайсан тин тем тавӑрса калать.

«Что везете?» — спрашивает Василий у первого извозчика, который, спустив огромные ноги с грядок и помахивая кнутиком, долго пристально-бессмысленным взором следит за нами и отвечает что-то только тогда, когда его невозможно слышать.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ хам умра выртакан вилӗ ӳт унӑн ӳчӗ пулнине мантӑм, вӑл ман асаилӳсемпе пачах ҫыхӑнса тӑман япала пек, ун ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм.

Я забывал, что мертвое, тело, которое лежало предо мною и на которое я бессмысленно смотрел, как на предмет, не имеющий ничего общего с моими воспоминаниями, была она.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑрман хӗрринелле тинкерсе пӑхса, эпӗ тӑрлавсӑррӑн йӑл-йӑл култӑм; ман ҫинчен тар шапӑртатса юхать, унӑн тумламӗсем янах тӑрӑх анса кӑтӑклантараҫҫӗ пулин те, эпӗ вӗсене шӑлмастӑп.

Вперив глаза в опушку, я бессмысленно улыбался; пот катился с меня градом, и хотя капли его, сбегая по подбородку, щекотали меня, я не вытирал их.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Табак тӗтӗмӗ айне пулнӑскерсем картсене хыттӑн ҫатлаттарса ҫапаҫҫӗ, Керенски укҫисене чӑштӑртаттараҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, тӑрлавсӑррӑн кӑшкӑрса ҫухӑраҫҫӗ.

Одетые табачным дымом, они звонко буцали картами, шуршали керенскими деньгами, ругались, бесшабашно кричали.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак самантра пуҫа шухӑшсем урӑм-сурӑм тӑрлавсӑррӑн капланса тулчӗҫ; ҫак самантра ман пуҫа чуна ыраттараслах уҫӑмлӑн та татӑклӑн пӗртен-пӗр япала, — умлӑ-хыҫлӑ цепсемпе наступление кӗрекен пысӑк йышлӑ пехотӑн сӑн-сӑпачӗ кӑна вырнаҫса юлчӗ.

В эту минуту так бестолково толпились мысли; единственное, что я представлял в эту минуту до режущей боли отчетливо и ясно, — это многоликое лицо нашей пехоты, идущей в наступление цепями.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗлӗрӳ сӗмлӗхӗ кӑшт сӗртӗнеет ҫеҫ, ӑнланса пӗтермелле мар, тарӑхуллӑ та асаплӑ тӗлӗк кӗтӗвӗ тӑрлавсӑррӑн выляма тапратать ҫавӑнтах ман хӗрсе тухнӑ пуҫ мимипеле.

Едва только дремота слегка касалась меня, как странные, нелепые, мучительно-пестрые сновидения начинали играть моим разгоряченным мозгом.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех