Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраҫҫӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл юртан тасалса пӗтнӗ ӗнтӗ, тарӑн варсем хӗррипе кӑна юр шуралса выртать, симӗслене пуҫланӑ анасем ҫинче тӗл-тӗл ҫутӑ кӳлленчӗксем ҫӗр куҫӗсем пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӳҫне шакла кастарнӑ; хӑй питӗ ырхан, пичӗ шап-шурӑ, пӗр пӗрчӗ хӗрлӗ тӗс юлман; путса кӗнӗ пысӑк куҫӗсем, питӗ хытӑ асапланакан ҫын куҫӗсем, кӑвар пек ҫунса тӑраҫҫӗ; тен, ыратнипе пӗрмай ҫыртнӑран пуль, тути кӑшт хӗрлӗрех, тӑртаннӑ пекрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хура ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, кӑшт хӗсӗкрех хура куҫӗсем кӑвар пек ялкӑшса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ.

Сотрудники администрации города Чебоксар еженедельно анализируют цены в 11 магазинах.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Шурӑ халатлӑ ӗҫчен кирек хӑҫан та пулӑшасса пурте шанса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Ӗнерхи пек ман асӑмра тӑраҫҫӗ Сан куҫусем, илемлӗ йӑп куллу.

Куҫарса пулӑш

Каварлӑ уйрӑлу // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 66 с.

Хӑйсем малти урисемпе тӑп-тӑп! тапкаласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лавсем килсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Стенасем ҫинче картта пысӑкӑш ӳкерчӗксем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Общежити умӗнче вӗсем ҫаплах сӑмах чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Шинелӗ якалса кайнӑ ӗнтӗ, хӗрри пӗтӗмпех ситрелнӗ, ҫиппи вӗҫӗсем тутӑр ярапи пек силленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хӑлхисем те унӑн чӑнках тӑраҫҫӗ, кӳлепи те тайӑн сурӑх пекех.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кӗскен каласан, пурте унӑн тавра кускаласа ҫӳреҫҫӗ, ӑна юрасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, унӑн ӳпкевӗнчен хӑраса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ял пуҫӗсенчен, старӑстӑсемпе старшинасенчен, стражниксемпе уретниксенчен пуҫласа, стӑнавая, земски начальнике, исправнике ҫитиччен — пурте Михха тарҫисем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха тата ун «тус-йышӗн» сӑнарӗсенче пӗтӗм пусмӑр тӗнчин ирсӗрлӗхӗпе тискерлӗхӗ пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчих ҫав кӗрешӗве пуҫараканни Ҫтаппан мар, унӑн ывӑлӗпе ывӑлин юлташӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пӑлханса кайнӑ ҫынсем вӗсене хирӗҫ кам пӑшалпа, кам ҫурла-ҫавапа, бурлакӗсем пакурпа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Патша тӳре-шарипе улпут-хуҫасене хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗкленнӗ чӑваш ӗҫ ҫыннисом майлӑ пулса, «Шупашкарти хӑма ҫуракан савӑтри рабочисем те ӗҫе пӑрахнӑ», Атӑлкасси ҫывӑхӗнчи салари вырӑс хресченӗсем те, Атӑл урлӑ чӑвашсемпе кӳршӗлле пурӑнакан мари хресченӗсем те чӑвашсем мӗн ыйтнине ырлаҫҫӗ, вӗсемпе пӗр кӑмӑллӑ пулса тӑраҫҫӗ, май ҫитнӗ таран вӗсене кӗрешӳре пулӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Халӑх вӑйӗ-тарӗпе кӳпӗнсе пыракан ял пуянӗ-куштанӗсем ялшӑн патша тӳре-шаринчен кая мар хӑрушӑ тӑшмансем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пӗри тепӗрипе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех