Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратрӗҫ (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, виҫҫӗшӗ пӗрле, ӑна ҫӳлелле ҫӗклесе тӑратрӗҫ те туртисемпе тӗревлесе хучӗҫ — ҫурма хӳшӗ пулса та тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑрантас хыҫӗнчен кӑкарнӑ тимӗр кӑваксем, урампа хӑйсен хуҫи лӗпӗстетсе чупса аннине асӑрхасан, хӑлхисене чанк! тӑратрӗҫ, пуҫӗсене сӗлтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Хӗрлӗ Ҫар», «комиссар», «ҫӗнӗ власть», «ҫӗнӗ самана» сӑмахсене илтсе, ҫамрӑксем хӑлхисене чанках тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑрсасем курчӗҫ, Туканаша йӑпӑр-япӑр каска пуканӗ ҫине тӑратрӗҫ, мӑйне йӑлмак тӑхӑнтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пупа ҫавӑнтах ыттисенчен уйӑрчӗҫ, айккинерех илсе кайса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗпер патне тата вӑрман хӗррине хурал тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлӑн сулахай енче ҫарсене похода тухнӑ чухнехи пек йӗркелесе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урамалла тухакан тӑватӑ чӳречери ҫӳхе катан пир каркӑҫ витӗр ҫаплипех шевлесем тӑкӑнчӗҫ, пахчара ларакан чие йывӑҫҫисене ӳкерчӗк ҫинчи пек кӑларса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑл шӑл витӗр шӑхӑрчӗ те, пуҫне йӗвен чӗркесе янӑ лаши сарайӗнчен чупса тухрӗ, йыттисем хӑлхисене тӑратрӗҫ, сӑнчӑрӗсене чӑнкӑртаттарса пралук тӑрӑх хуҫи патне ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Старостӑпа стражник виҫҫӗшне те халӑх умне тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пире ҫӳллӗ вырӑна Черечӗпе тӑратрӗҫ, Кашни ҫиччӗмӗш ҫынна Пере-пере пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Мучи ӑсне пӗле-кура, Мала тӑратрӗҫ Якура.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Лашисене чарса тӑратрӗҫ Пӑхма: мӗн пулӗ малалла?

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Паяв парса пӗрле тӑратрӗҫ, Тӳлек, сӑпайлӑшӑн юратрӗҫ — Тӑван пек йышӑнчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑйсене кӑтартнӑ делянкӑна шыраса тупрӗҫ те нумай чуптарнӑран тарласа кайнӑ лашисене ҫапӑпа карса тунӑ витесене канма тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хытӑ килнӗрен чӑм шыва ӳкнӗ учӗсене картишне кӗртсе ярса тата тӗл пулнӑ тарҫа вӗсене сӗлӗ ытларах пама хушса ҫап-ҫамрӑк йӗкӗтсем (йӗкӗтсем теме те ҫук — ачасем) хӑйсем камне каламасӑр тӳрех пӳрте чупса кӗчӗҫ те мӑрсана, ыйхӑпа суптӑрканӑскерне, тӗрткелесе тенӗ пек вырӑн ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем кашни кун кӑнтӑр тӗлӗнче лашисене апата тӑратрӗҫ, явкай вӑхӑтӗнче, таврана каҫ сулхӑнӗ ҫапсан, ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хисеп ячӗсемпе наградӑсем пама тивӗҫлӗ кандидатурӑсене тӑратрӗҫ.

Выдвинуты кандидатуры на присвоение почетных званий и наград.

Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗ 11-мӗш пухӑвне пуҫтарӑннӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/33142.html

Ташкента илсе кайрӗҫ 1979 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тревогӑпа пурне те тӑратрӗҫ те пӗтӗмпех ҫӗнӗ тумлантарчӗҫ, ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшал пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Тепӗр эрнерен плацра пурне те пуҫтарса строя тӑратрӗҫ те список вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех