Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратрӗ (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑрса вара мӗн пур тарҫӑсене ура ҫине тӑратрӗ, часрах ҫывӑхри тӗкӗрҫӗсене чӗнтерчӗ те иҫниксен пӗр ушкӑнӗпе пӗрле хан свитине хирӗҫ тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Апат хыҫҫӑн Паймук хӑйӗн ротине строя тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй, темӗнле шаннӑ пек пулса, шинель ҫухавине тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ямшӑк сасартӑк лашине тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Майра-салтак, ӑна хуса ҫитсе, чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш кӗҫ-вӗҫ кулса ямарӗ, анчах ҫав вӑхӑтра Палюк иртсе кайнине курчӗ те: — Хисеплӗ мучи! Мӗн тӑватӑн эсӗ ҫав ванчӑк сӑмаварпа? — тесе, ӑна чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йытӑ хӑлхисене чанк тӑратрӗ те унталла-кунталла пӑхкаларӗ, лупас еннелле вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Ҫичпӳрт ҫынни лашана тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Соня крыльца еннелле чупса кайрӗ, анчах ӑна Прохор чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна матрос крыльца умне хурала тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуҫтарӑннӑ студентсен сассисене тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн Тихон Данилович Алексеев Павлуша тенорпа юрлама тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марье чирӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, лашине лупас айне илсе кайса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Якши тавар, бик якши! — ҫапла кӑшкӑркаласа, лашине урам варрине тӑратрӗ лавҫӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулӑ урамне пырса ҫитсен, извозчик виҫӗ хутлӑ чул ҫурт умӗнче лашине тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чашламаран ямшӑк вырӑнне килнӗ урам урлӑ пурӑнакан Палля пичче чылай ывӑннӑ лашине лупас айне ҫавӑтса кайрӗ, вара Хӗветӗр кӑтартнӑ ҫӗре тӑварса тӑратрӗ те пирус чӗртсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Темшӗн — те пӗлсех, те ӑнсӑртран — каллех пӗчӗк Павлуша тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑҫта васкатӑн! — тилхепине ик аллипе карурах тытса, Александр Павлович лашине чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эли пуҫне майӗпен сулларӗ те хунарне курӑк хушшине хучӗ, кукленчӗ те — хӗре чавсисенчен ҫӳлерех тытса хӑйӗнпе юнашар ҫӗклесе тӑратрӗ.

Эли покачал головой, сунул фонарь в траву, нагнулся и, крепко схватив девушку выше локтей, поставил ее рядом с собой.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Пӗр аллипе вӗренрен, тепринпе Гервака хул айӗнчен ҫаклатса почтальон хӗрарӑма ҫерем ҫине хӑпартса тӑратрӗ.

Держась одной рукой за веревку, другой рукой почтальон схватил Гервак под мышку и опустил на траву.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси хӗрарӑм ҫулӗпе пырса хӑйне хӑй асаплантару хушшинче хӑйӗн ҫӑмӑл, капӑр шлепкине, Детрей кӗтмен ҫӗртен тупнӑскере, умне кӑларса тӑратрӗ те — йӳҫеккӗн ӳпкелешет: тупнӑ япалана типпӗн йышӑннӑшӑн, Детрейран ӑна мӗнле майпа тупнине тӗплӗн ыйтса тӗпчеменшӗн.

Единственно женским путем Джесси достигла среди самобичевания — своей легкой, нарядной шляпы, найденной так неожиданно Детреем, и горько сетовала, что приняла находку сухо, даже не расспросив подробно, как он ее нашел.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех