Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратрӗ (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шуршӑлти космонавтика музей тӗпрен ҫӗнелсе улшӑнтӑр, проект ӗҫлесе кайтӑр тесе сӗнӳ тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Кӑнтӑр тӗлӗнче вӑл сасартӑк, сывӑ чавси ҫине ҫӗкленсе, пуҫне тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Славике асӑрхасан, вӑл пӗрре ун ҫинче куҫне те чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чуна хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫӗре илсе кайрӗ вӑл, ачалӑхӑн чи хӳхӗм саманчӗсене чӗртсе тӑратрӗ, кулленхи тӗссӗр ваклӑхсенчен хӑтарса, пысӑк тӗллевлӗ, хитре ӗмӗтлӗ пурнӑҫпа чун-чӗрешӗн тӑвӑллӑ тӗнчене илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ху кунталла ан пӑх, — хӑй енне ҫурӑмпа ҫавӑрса тӑратрӗ вӑл Славике, хӑрах аллипе ачан хулпуҫҫийӗ ҫине тӗренсе.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Атте вара кайма тухнӑскер тепӗр хут пӳрте кӗчӗ те мана тата йӑмӑксене йӑтса сак ҫине тӑратрӗ, кашнинех ытлаласа илчӗ те йӗрсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ҫӗкленчӗ, Чӗкеҫе икӗ аллинчен туртса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӗкеҫ ӑна карт! туртрӗ те хӑй енне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Эсӗ, Павӑл, манран тӗлӗнместӗн-и? — пирус чӗртсе янӑ йӗкӗте хӑй енне ҫавӑрса тӑратрӗ Лисук.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Лешӗ машинине туххӑм ҫавӑрса пырса тӑратрӗ пирӗн ума.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пусма патӗнче вӑл Сантӑра ҫухинчен туртса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Зонтикне пуҫтарчӗ те кӗтессе тӑратрӗ, плащне хывса ҫакрӗ, унтан туфлине хыврӗ, хӑй тавра урайне пӑхкаларӗ — тапочка шырарӗ пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫук! — каччӑн тӑруках ыйхи вӗҫрӗ, вӑл Машука мӗн кирлине пӗлме хӑлхине тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Артистка кӑна мар, талантлӑ артистка! — пуҫ пӳрнине чӑнк! тӑратрӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Института аса илни Радик умне хӑйӗн ашшӗпе амӑшне кӑларса тӑратрӗ

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл мана алӑран тытса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑл, патвар ҫурӑмлӑскер, урапана ампар алӑкӗ умне тӑратрӗ те тулли михӗсене, ҫӑтӑр та ҫатӑр ытамласа ампаралла ывтӑнтарчӗ, стена ҫумне тӑрата-тӑрата лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шанарова вӑлах ултав ҫулӗ ҫине тӑратрӗ пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чун-чӗрене тӗпрен пӑтратса тарӑннӑн шухӑшлама унӑн вӑхӑчӗ те пулмарӗ тата: мӑн ҫул хӗрринчи пысӑках мар вӑрман лаптӑкӗ тӗлне ҫитсен шофер машинӑна чарса тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Чун-чӗри унӑн ниепле те лӑпланаймарӗ пулас: пӑртакран хайхискер грузовикне ерипен чарсах тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех