Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратать (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левен, ӑна аран-аран ҫӗклесе, урапа ҫине пырса пӑрахать, лашине картуна май ҫавӑрса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эсӗ, кӗрт йытти, чипер ҫыннах суда парасшӑн-и? — упӑшкине тапа-тапа тӑратать арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑр! — ҫухаран вӑйпах ҫӗклесе тӑратать Уртем.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пач кӗтмен чух капланса тухнӑ чӑрсӑрлӑх Левене сасартӑк ура ҫине тӑратать:

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, ют ялти ют хапха умӗнче тапӑртатса тӑраканскер, сасартӑк ҫӳҫенсе каять, вара кӗрӗк ҫухине тӑратать те аллине вӗрсе ӑшӑтанҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑшаллӑ ача, уҫланкӑ тавра ҫаврӑнса, ҫырма хӗрринчи пӳрт ҫенӗкӗ патне майӗпен, асӑрханса йӑпшӑнса пырать, хӑма ҫурӑкӗ тӗлне пуҫне тытса, хӑлхине чӑнк тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Халапӗ-калавӗ патне ҫитиччен Питӗрти керменсем мӗнлине сӑнласа кӑтартать вӑл, хула мӗнне ачасен куҫӗ умне чӗррӗн кӑларса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫак тӗнчене хирӗҫ вӑл илемпе ирӗклӗх тӗнчине тӑратать.

Этот мир противопоставляется миру красоты и свободы.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Пурнӑҫ темӗнле пӑтӑрмах та кӑларса тӑратать вӗсен умне.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ӗҫӗ ӑнман чухне шӑпи те, темшӗн, кашни утӑмрах чӑрмавсем кӑларса тӑратать ҫав.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ӗнселесе янӑскер кӳренӗве чӑтаймасӑр хамӑр ял клубне вӑр-вар ҫитсе ӳксе ял ачисене ура ҫине тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Чӑн та ҫапла пулсан, ку пирӗншӗн, пӗтӗм этемлӗхшӗн калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, — хӑрама пӑрахмасть Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайнӑ каччӑ сиксе тӑрать те хӗре ҫӗклесе илет, ура ҫине тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл хӑйӗн концерт программине тӑван ялӗнче, райцентрти мероприятийӗсенче тӑратать, ҫавӑн пекех тӗрлӗ конкурса, фестивальсене районти масштабра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те хутшӑнать.

Он представляет свою концертную программу во всех мероприятиях родного села, районного центра, а также участвует в различных конкурсах, фестивалях не только в районном масштабе, но и за его пределами.

Чун юрланӑ чухне // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ne-3471478

Ирина Валентиновна Юлдашева юрланисӗр пуҫне конкурссене яланах хӑйӗн ӗҫӗсене тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Амӑшӗн вара ун чухлӗ укҫа ҫук, вӑл 5 ачана пӗчченех ура ҫине тӑратать.

А у матери нет столько денег, она одна воспитывает 5 детей.

НТВ кураканӗсене Чӑваш Енри ачана пулӑшма ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35833.html

Хӗр Йӑвана тӑратать — Йӑван тӑмаҫть.

Девушка Йывана будит — Йыван не просыпается.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Аслӑ Вӑхӑт ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсем кӑларса тӑратать.

Сегодня его величество Время ставит перед нами новые задачи.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Самана пирӗн ума аслӑран та аслӑ задачӑсем кӑларса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

КПСС XX сьезчӗ ҫӗршыври хуласемпе ялсенче, тӗпрен илсен, пурне те вӑтам шкулта вӗрентсе кӑларас задачӑ кӑларса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех