Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрантарса (тĕпĕ: тӑрантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Акӑ Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче: 19. Вӑл вӗсенӗн чунӗсене вилӗмрен хӑтарӗ, выҫлӑхра тӑрантарса, вӗсене тутӑ усрӗ.

18. Вот, око Господне над боящимися Его и уповающими на милость Его, 19. что Он душу их спасет от смерти и во время голода пропитает их.

Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чура пулса пурӑннӑ чухне пире Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пӑрахмарӗ; 77. Вӑл Перси патшисен кӑмӑлне пирӗн енне ҫавӑрчӗ те, лешӗсем пире тӑрантарса усрарӗҫ, 78. пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртне мухтава кӑларчӗҫ, пире пушанса юлнӑ Сиона ҫӗнӗрен ҫӗклеме, Иудейӑпа Иерусалимра хӳттӗн пурӑнма май пачӗҫ.

И, когда мы находились в порабощении, не были оставлены Господом, Богом нашим; 77. но Он поставил нас в благоволение у царей Персидских, чтобы они дали нам пропитание 78. и прославили храм Господа нашего, и чтобы воздвигнут был опустошенный Сион, и нам дано было утверждение в Иудее и Иерусалиме.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

75. Анчах халӗ, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санран пысӑкран та пысӑк ырӑлӑх илтӗмӗр: Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнунта пирӗн тымарӑмӑрпа ятӑмӑра сыхласа хӑвартӑн, 76. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртӗнче пире ҫутӑ ҫутса патӑн, эпир чура пулса пурӑннӑ чухне пире тӑрантарса усрарӑн!

75. Но теперь сколь великая оказана нам милость от Тебя, Господи Боже, что Ты оставил нам корень и имя на месте святыни Твоей, 76. что открыл нам светильник в доме Господа, Бога нашего, дал нам пропитание во время порабощения нашего!

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вара Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. эсӗ Сидон ҫӗрӗнчи Сарепта хулине кай, унтах юл: Эпӗ унта пӗр тӑлӑх арӑма сана тӑрантарса усрама хушрӑм, тенӗ.

8. И было к нему слово Господне: 9. встань и пойди в Сарепту Сидонскую, и оставайся там; Я повелел там женщине вдове кормить тебя.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Илияна Турӑран сӑмах пулнӑ: 3. кунтан кай, тухӑҫалла ҫул тыт та Иорданпа тӗлме-тӗл Хораф юхӑмӗ хӗррине ҫитсе пытан; 4. ӗҫмине эсӗ ҫав шывран ӗҫӗн; ҫиме тесессӗн, Эпӗ унта ҫӑхансене сана тӑрантарса тӑма хушрӑм, тенӗ.

2. И было к нему слово Господне: 3. пойди отсюда и обратись на восток и скройся у потока Хорафа, что против Иордана; 4. из этого потока ты будешь пить, а воронам Я повелел кормить тебя там.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе, 14. Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн.

13. Он вознес его на высоту земли и кормил произведениями полей, и питал его медом из камня и елеем из твердой скалы, 14. маслом коровьим и молоком овечьим, и туком агнцев и овнов Васанских и козлов, и тучною пшеницею, и ты пил вино, кровь виноградных ягод.

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ.

32. И сказал Моисей: вот что повелел Господь: наполните [манною] гомор для хранения в роды ваши, дабы видели хлеб, которым Я питал вас в пустыне, когда вывел вас из земли Египетской.

Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20. акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ; 21. эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ.

19. И сказал Иосиф: не бойтесь, ибо я боюсь Бога; 20. вот, вы умышляли против меня зло; но Бог обратил это в добро, чтобы сделать то, что теперь есть: сохранить жизнь великому числу людей; 21. итак не бойтесь: я буду питать вас и детей ваших.

Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10. эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11. сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.

9. Идите скорее к отцу моему и скажите ему: так говорит сын твой Иосиф: Бог поставил меня господином над всем Египтом; приди ко мне, не медли; 10. ты будешь жить в земле Гесем; и будешь близ меня, ты, и сыны твои, и сыны сынов твоих, и мелкий и крупный скот твой, и все твое; 11. и прокормлю тебя там, ибо голод будет еще пять лет, чтобы не обнищал ты и дом твой и все твое.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех