Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ларас килсен куклен те лар, тӑрас килсен — тӑр тенӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс тытман, мӗн тумаллине пӗлсе ан тӑр, — юлташӗпе юнашар пырса тӑчӗ тепӗр пӑлхавҫи.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑр, тӑр, Тогаев мӑрса, кайса сыв пуллаш ывӑлупа.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑр, тӑр, йӑмӑкӑм, эп сассуна палларӑм ӗнтӗ, — терӗ Туканаш та.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йытӑ евӗрлех пулса кайрӗ, вырт тесен — выртать, тӑр тесен — тӑрать…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тӑр, тӑр хӑвӑртрах, сыр уруна, сурӑхсене кӗтӗве хӑваласа яр, вара ана ҫине каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулла, ҫитермере-мӗнте, ҫил-тӑвӑллӑ ҫумӑр чухне, ытти лашасем ҫиле май тӑраҫҫӗ, ула ут, тӑр пӗччен, яланах ҫиле хирӗҫ.

Зато летом на пастбище, когда разразится проливной дождь с ветром, он один, гордый, стоит ветру и дождю навстречу, тогда как другие лошади поворачиваются задом.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таҫта аякка, кун ҫутине ҫынсем тӑрса юлнӑ, кунта вара, пӑч теттӗмре, пурнӑҫ тулашӗнче, тӑр пӗччен — Ухтиван утса пынӑ.

Казалось, люди остались где-то далеко, в дневном свете, а здесь, в кромешной тьме, по ту сторону жизни, идет он, Ухтиван.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑр, тӑр часрах, ҫӗрле сӳпелтетсе ҫӳремеҫҫӗ ӑна.

Вставай, вставай, нечего по ночам бродить да болтать чего не следует.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урам вӗҫне тӑр печченех тӑрса юлнӑ Ухтиван патӗнче урӑх еннелле пӑхса ҫӗмӗрӗлкелесен-кӑшкӑрашсан Яка Илле ухмах ҫынна анаталла ертсе каять.

Илле помог подняться нищему и повел его вниз по улице, мимо Ухтивана, рядом с которым больше никого не осталось.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ан тӑр, ан тӑр, эпӗ халех каятӑп, — тесе Яка Илле старике, тӗксех тенӗ пек, каялла вырттарчӗ, унӑн ҫӗре ӳкнӗ чӗлӗмне сӗтел ҫине илсе хучӗ.

— Лежи, лежи, я ненадолго, — остановил старика Илле, заботливо поднял с полу трубку, положил на стол.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс тухса кайсан тӑр пӗчченех тӑрса юлтӑм эпӗ.

А как ты ушел, я остался один…

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑр, тӑр!

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Эс сибарит, барон, пӗлетӗп: Тӑрас тӑк тӑр, выртас тӑк вырт.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫырсах тӑр, тархасшӑн, манран ҫыру ҫитессе кӑна кӗтсе ан тӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Штаб, шыва кӗме, хӑйӑр хӳнӗ тӑр пӗччен тӑракан сӑмсаха суйласа илнӗ.

Штаб выбрал для купанья уединенную косу.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ан тӑр, тархасшӑн, ан тӑр!

— Нет, нет, не вставай!

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Часах акӑ сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ, халӗ ӗнтӗ итлесе кӑна тӑр: ҫуна тупанӗ лапамра шӑтӑртаткаласа чӗриклетнине те, лаша таканӗ чанклатнине те итле.

Вот и вовсе стало ничего не разобрать; теперь все — на слух: лови, когда визгнет полоз на ухабе, цокнет подкова…

XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Е ӑна масар шӑтӑкӗнчен тӑрса кайма шухӑш пырса кӗрсен пирӗштисем каҫсенче ҫеҫ курӑнаҫҫӗ-ҫке, халӗ, хӑвӑрах куратӑр, тӑр кӑнтӑрла…

А если бы даже ему и вздумалось выйти из могилы, так ведь привидения показываются только ночами, а сейчас, как вы видите, день…

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тӑр, Алексей, тӑр, эртелтен ҫывӑрса юлӑн, — терӗ.

— Вставай, Алексей, вставай, не то проспишь всю свою артель.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех