Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑна (тĕпĕ: тӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аллусене ҫурӑм хыҫне! — тинех тӑна кӗрсе команда пачӗ мӗскӗн, унтан алӑка хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, пӗрене хулӑнӑш чӗрнисен айнех пулатчӗ-и вӑл, анчах Чиканкка тусӗ ӑна часах тӑна кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ешӗлпи хӑйне такамӑн сивӗ алли перӗннипе тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Ан хӑра, — тет хирург тӑна кӗнӗ ачана, — ыратни иртсе каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӑна кӗрсе пынӑҫем ҫап-ҫара выртакан Сӑхӑт ҫырмине, икӗ ҫырма пуҫӗнчи пӗчӗк катана тин асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑк илемӗпе ӑнтӑхса выртакан ачсем самантрах тӑна кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑштах сӑмах хушса каламалӑх тӑна кӗрсен эпӗ унран ыйтрӑм:

Наконец ко мне вернулся дар речи, и я спросил:

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ каллех тӑна ҫухатрӑм пулмалла, тепӗр хут куҫа уҫсассӑн вара хам ума пӗшкӗннӗ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ каллех тӑна ҫухатрӑм пулмалла та унтан татах тӑна кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ тӑна кӗтӗм те хамӑр ҫуртра, урайӗнче выртнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр тесен, эп куна кайран, тӑна кӗрсен, е, тен, унтан та каярахран ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӑна кӗрсессӗн вара вӑл калама та ҫук хытӑ, этемле мар ывӑннине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов урамра тин кӑштах тӑна кӗнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов тинех тӑна кӗнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак тӗлте вӑл тӑрук тӑна кӗнӗ пек пулчӗ те Завьялов ҫине пӑхса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Прохорова, тӑна кӗрсе, ӑҫта каймалли адресе каларӗ, вара машина Ленинградски шоссе тӑрӑх вӑркӑнчӗ, Прохорова сулахай кӗтесре ларса пӗрмай пӗр тӗле, шофер лармалли вырӑнӑн хыҫ енне ҫирӗплетсе хунӑ ҫутӑ никельпе витнӗ пепельница ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан тӑна кӗчӗ…

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Неушлӗ вӗсене тӑна кӗртме тӗнчере нимӗнле закон та ҫук? — терӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур, такам пуҫран ҫапнӑ пекех анраса тӑраканскер, сасартӑк тӑна кӗчӗ, хыттӑн чупса грузовик «ҫуначӗ» ҫине улӑхса тӑчӗ, кабинӑна уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кайран тӑна кӗнӗ.

После очнулся.

НТВ кураканӗсене Чӑваш Енри ачана пулӑшма ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35833.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех