Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасть (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васкас пулать, ӗҫ кӗтсе тӑмасть.

Надо торопиться, работа не ждет.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Сурма тӑмасть чӑваш халӑхӗ!

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр чухне мӑшӑрӗ Михапара хӑтӑрса илме те ӳркенсе тӑмасть, анчах пур пӗр сисӗнет — юратса тустарать вӑл ӑна, кирлӗшӗн ятлать.

Случается, Михабар и накричит на жену, и рассердится, но чувствуется: это все от любви и по делу…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никам та уйрӑммӑнах ун еннелле тинкерсе пӑхса тӑмасть.

Никто вроде больше не пялится на Укку, ни на что не намекает.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах ниҫта та йӑлӑхтариччен тытӑнса тӑмасть.

Длилось это до тех пор, пока Укка не чувствовала, что надоела хозяевам.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Каякана никам та чарса тӑмасть, унпа никама та хӑратаймастӑн эс.

— А тебя никто не держит: надо ехать — ехай. И не пугай — пуганые…

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йывӑр йӑтма та хӑраса тӑмасть.

Даже тяжести таскает нипочем.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсене пулӑшма та ӳркенсе тӑмасть.

И главное — не ленится.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗлерсе пӑрахма та ӳркенсе тӑмасть.

Станет он выбирать, как же!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нимӗн те хӗсмест, пусса тӑмасть.

Ничего не давит, не огорчает.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗн ҫур пуса та тӑмасть?

— Кто не стоит полкопейки?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрӗ вара хулари хитре тумланнӑ хӗрсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть.

Девушка-чувашка внешне ничем не отличается от молодых русских горожанок.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл нихӑҫан та вӑхӑт ҫук тесе тӑмасть, яланах _ темле ҫанталӑкра та, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те — хӑйӗн пациенчӗсене пулӑшу пама васкать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Ашшӗ-амӑшӗпе те курса калаҫма вӑхӑт тупать вӑл, ачасене воспитани парас тӗлӗшпе кирлӗ сӗнӳсем пама ӳркенсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Ӳркенсе тӑмасть пултаруллӑ купӑсҫӑ, чӗннӗ ҫӗре хаваспах кайса купӑспа выляса савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Паян та Валентина Михайловна кил-ҫуртра ахаль тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Чӗлӗм чӗртме мӗншӗн хурал пӳртне кӗмеллине те ыйтса тӑмасть Шахрун, ҫынсем хыҫҫӑн пӳртелле утать.

Шахрун и спросить не успел, зачем надо идти в караулку, чтоб закурить, но пошел в избушку.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алчӑранӑ мулкач ӑна-кӑна пӑхса тӑмасть, сикет те — ҫыхланса ӳкет.

Ошалевший от страха заяц не видит сети и с ходу кидается в нее, — вот и попался.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай тӑмасть пуль те-ха».

Вернется, поди, скоро.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван Павӑлпа калаҫса тӑмасть, тумланать те пӗчченех килне таврӑнать.

Ухтиван, не говоря с Павлом, одевается и тоже идет в деревню.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех