Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӑт-вӑт, хӑвах куратӑн, текех ҫирӗм ҫулти аскӑнсем мар эпир санпа — ҫемье тӑллипе тӑлланнӑ арҫынсем…
Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.
Кайран, ҫавӑн пек авалхи тӗне сыхласа усракансене тата ҫавӑн йышшискерсене халӑх хушшинче те, интеллигенци хушшинче те хам нумай курсассӑн, эпӗ ӑнланса илтӗм: ҫав пит ҫирӗп тӑни вӑл — хӑйсем тӑнӑ вырӑнтан ниҫталла та кайма май ҫук ҫынсен пассивносӗ пулать, каяс пулсан та, вӗсен ниҫта та каяс килмест, мӗншӗн тесен вӗсем ӗлӗкхи сӑмахсен, пурӑнса ирттерсе янӑ ӑнлавсен тӑллипе сирӗп тӑлласа хунӑскерсем, ҫав сӑмахсемпе ӑнлавсем ӑшӗнче хытса юпасем пек пула-пула ларнӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тимӗр тӑллипе кӗмсӗртетсе, вӑл Рейнсдорп ури умне ӳкет.
Хӑрушӑ ҫын // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
20. Пушӑ ҫапни суранлӑ йӗр тӑвать, чӗлхе ҫапни шӑмма-шакка ҫӗмӗрет; 21. хӗҫ ҫивӗчӗшӗ нумай ҫынна пӗтерчӗ, ҫавах вӗсем чӗлхе пӗтернинчен сахалрах; 22. кам ҫав чӗлхерен пытанса юлнӑ, кам унӑн хаярлӑхне тӳссе курман, кам унӑн сӳсменне тӑхӑнман, кам ун тӑллипе тӑлланман — ҫавӑ телейлӗ: 23. унӑн сӳсменӗ — тимӗр сӳсмен, унӑн тӑлли — пӑхӑр тӑлӑ, 24. унӑн вилӗмӗ — хаяр вилӗм, тамӑк та унран лайӑхрах.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Уруна ӑслӑлӑх тӑллипе тӑлла, мӑйна ӑслӑлӑх сӑнчӑрӗпе сӑнчӑрла.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1