Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анатри чӑвашсем арҫынни те, хӗрарӑмӗ те тӑла чӑлха тӑхӑннӑ.Женщины и мужчины южных районов Чувашии раньше носили чулки, сшитые из домашнего сукна.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Сӑхман, аҫам (чаппан), пиншаксем ҫӗленӗ, урана та ҫӑм тӑла сырнӑ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Хура тӑла, шурӑ тӑла, кӑвак тӑла тунӑ — пурте ӑшӑ тумтир валли.Делали черное сукно, белое сукно, синее сукно, из которого шилась верхняя одежда.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Тӗртсе пӗтернипех тӑла пулайман-ха, ӑна килле ярса кисӗпсемпе тӳнӗ, ун ҫине вӗри шывне ярсах тӑнӑ.Вытканное — это еще не сукно, его толкли в ступах, подливая горячую воду.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Икӗ кӗрӗпе тӗртни те пулнӑ, ӗретнелле тӗртнӗ тӑла ҫемҫерех те тыткалама меллӗрех.Ткали и на двух ремизках, сукно ремизного ткачества мягче и на ощупь приятнее.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Унӑн тӑла сӑхманӗ мӗнле пулнине те эпӗ лайӑх астӑватӑп; ӑна вӑл ҫӳлти хутра, хӑйӗн пӳлӗмӗнче мӗн чухлӗ тӳрлетрӗ пулин те, юлашкинчен сӑхман лӑстӑк ҫӗтӗке тӑрса юлчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл хӑйӗн кӳршине, сарлака ҫурӑмлӑ мужике, тӑла тумтирӗн ҫаннинчен пӗррех туртать.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ункӑ варринче пилӗкӗсене тӑла пиҫиххисемпе туртса ҫыхнӑ икӗ йӗкӗт ташлаҫҫӗ.
Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Акӑ халь ӗнтӗ — ҫав тӑла ун ҫинчен ҫӑмӑллӑн, ахаллӗн, хӑйне хӑех салтӑнса ӳкет.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нюра Костьӑн сумкине хӑй пӗҫерсе хатӗрленӗ кукӑльсемпе тултарать, куккӑшӗ вара тӑла татӑкӗ ҫине ылттӑнпа илемлетсе ҫӗлесе ӳкернӗ «краб» парса парнелет — ӑна картуз ҫумне ҫӗлесе хума е сӗтел тӗлне ҫакса яма пулать.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Эпӗ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, тарпа хытса ларнӑ тӑла ӑшӗнче темӗнле татӑк курах кайрӑм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Хӗрринчи килхушшинче кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан шӑн кӗпе-йӗм: кӗпесем пӗр хӗрлӗ кӗпепе тепӗр шурӑ кӗпе, пӗр йӗм, тӑла тата юбка ҫилпе силлене-силлене ҫапӑннӑ.
II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Укҫине илсен, вӑл ӑна тӑла ашне чиксе хурать те, кӗслине каласа, хавассӑн юрлать:Получив деньги, он совал их за онучу и разудало пел, подыгрывая на гуслях:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл ҫынсен тумтирӗсем те ҫавнашкалах тӗрлӗрен пулни палӑрнӑ: индеецсем тӗртнӗ ула тиртен ҫӗлеттернӗ камзолсемпе юнашар хӗрлӗ фланель кӗпесем курӑннӑ; ҫутӑ кӑвак пасар брюкисемпе юнашар килти хӑмӑр тӑла брюкисем; ҫӑм шлепкесем тата сӑран ҫӗлӗксем; сӑрантан ҫӗлеттернӗ ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑсем тата пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ пушмаксем.
ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл пӗр-пӗр хура, сивӗ япала ҫине: е тӑла ҫине, е тир ҫине пырса ларсан, унӑн ӗлки курӑна пуҫлать: унта е ҫӑлтӑр пек ӗлкӗ, е ултӑ кӗтеслӗ хӑма пек ӗлкӗ курӑн.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗрисем тӑла чӑркаса ҫеҫ, теприсем ҫӑпата сырса ҫӳренӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пӗр турат куҫсӑр чӑрӑш хӑмисем суйласа тупрӗ — купӑс пек янӑраса тӑратчӗҫ хӑмисем — вӑл вӗсене ҫӳхетсе саваларӗ, пӗрин ҫумне тепӗрне ҫыпӑҫтарнӑ чух ниҫта пӗр йӗр, пӗр ҫӗвӗ хӑвармарӗ; арчине тул енчен ийӗпе касса тӗрлерӗ, тӑла татӑкӗпе сӑтӑрса якатрӗ, хурӑн хуппи ярса вӗретнӗ шывпа сӑрларӗ, хӗвел ҫинче хӗртсе пиҫӗхтерчӗ.
XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗрешсе паттӑра тухакана тӑла пиншак памалла пуль, ут ярса мала тухакана пасар кӗпипе пиншак та шӑлавар пулать, тата ытти ҫавӑн пек шӑкӑр-макӑр пур.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сӑмсасӑр кӑвак тӑла картузӗ часах юнпа вараланчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӗрлӗ кӑшкарлӑ, сӑмсасӑр тӑла картуз тӑхӑннӑ нимӗҫ, пӑшалне урисен хушшине тӑратса, сайра-хутра ҫеҫ паровоз ҫинче ӗҫлекен рабочисем ҫине пӑхкаласа, тендер хӗрринче сигар туртса ларать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.