Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Вӑл пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисем арканӗҫ, унӑн аскӑнлӑх парнийӗсем пурте вутра ҫунса кайӗҫ, унӑн пӗтӗм йӗрӗхне ҫӗмӗрсе тӑкӑп, мӗншӗн тесен вӗсене вӑл аскӑнлӑх парнисенчен туса лартнӑ; вӗсем каллех аскӑнлӑх парнисемех пулӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ куҫӗ — ҫылӑхлӑ патшалӑх ҫинче, Эпӗ ӑна ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп; анчах Иаков килне пӗтӗмпех пӗтермӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун хушшинчи тӳрене пӗтерӗп те унпа пӗрле мӗнпур пуҫлӑха вӗлерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.3. Истреблю судью из среды его и умерщвлю всех князей его вместе с ним, говорит Господь.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Азотра пурӑнакансене тата Аскалонра патша туйи тытакана пӗтерсе тӑкӑп та аллӑма Екрон еннелле тӑсӑп, вара юлашки филистимсем вилсе пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иуда ҫулпуҫӗсем чикӗ куҫаракан пекех пулса кайнӑ: Хамӑн ҫиллӗме вӗсем ҫине шыв пек тӑкӑп.10. Вожди Иудины стали подобны передвигающим межи: изолью на них гнев Мой, как воду.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вавилон патшийӗн вӑй-хӑватне тӗреклетӗп, аллине Хамӑн хӗҫӗме тыттарӑп, фараон вӑй-хӑватне вара аркатса тӑкӑп, аманса пӗтнӗскер, вӑл Вавилон патши умӗнче хытӑ йынӑшса выртӗ, тет.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — фараона, Египет патшине, хирӗҫ! унӑн аллисене — сыввине те, хуҫнӑ аллине те — ҫӗмӗрсе тӑкӑп, вара аллинчи хӗҫӗ тухса ӳкӗ, тет.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Египет сӳсменне аркатса тӑкӑп та, Тафнис хулинче те кун ҫути сӳнсе ларӗ, вара унӑн мӑнаҫлӑ чапӗ путланӗ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн, 16. акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп; 17. тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: алӑ ҫупнӑшӑн, урупа тӑпӑртатса тӑнӑшӑн, Израиль ҫӗрӗнчен йӗрӗнсе чунтан хӗпӗртенӗшӗн 7. акӑ Хамӑн аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана халӑхсене ҫаратма парӑп, сана халӑхсем хушшинчен пӗтерӗп, сана ҫӗрсен шутӗнчен кӑларса пӑрахӑп; аркатса тӑкӑп сана, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗнтӗ ҫиллӗме вӗсем ҫине тӑкӑп, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вучӗпе пӗтерӗп, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗркенчӗкӗрсене те ҫурса тӑкӑп, Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, ӗнтӗ вӗсем сирӗн аллӑрти тупӑш пулмӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Моавӑн тӳпем вырӑнӗсенче парне кӳрекенсене, унӑн туррисене тӗтӗрекенсене пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.35. Истреблю у Моава, говорит Господь, приносящих жертвы на высотах и кадящих богам его.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Варуха ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп.
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла пулӗ: мӑйна тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, тӑллуна салтса ывӑтӑп; текех ют ҫӗр ҫыннисене пӑхӑнса пурӑнмӗҫ, 9. Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, тата Эпӗ вӗсен пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хӑйсен патшине Давида пӑхӑнса пурӑнӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анания пӗтӗм халӑх умӗнче ҫакӑ сӑмахсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: икӗ ҫултан Вавилон патшин Навуходоносорӑн сӳсменне те пур халӑхсен мӑйӗ ҫинчен хывса илсе ҫакӑн пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп, тет.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн 9. Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санпа пӗрле пынӑ ҫынсен куҫӗ умӗнче кӑкшӑма ҫапса ҫӗмӗр те 11. кала вӗсене: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ҫак халӑха, ҫак хулана Эпӗ чӳлмекҫӗ савӑчӗ юсамалла мар ҫӗмӗрӗлнӗ пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп та, вӗсене, пытарма вырӑн ҫитменрен, Тофетрах пытарӗҫ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.