Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ефим Кондратьевич валли хатӗрленӗ каҫхи апата сӗтел ҫитти-мӗнӗпех шӑлса ывӑтнӑ, пӗтӗм пӳлӗм тӑршшӗпе макарон сапаланнӑ, тӑкӑнса кайнӑ сӗт кӳллинче котлет ишсе ҫӳрет.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫапла, кулянӑҫлӑ, хурлӑ сехетсемпе самантсем кӑна мар, савӑнӑҫ, шанӑҫ тӑкӑнса тӑракан чӑп-тулли симпыл куркиллӗ сехетсемпе самантсем те пулнӑ Елькка пурнӑҫӗнче.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Арӑмне пӗрре тытнӑччӗ те, анчах вӑл милицие те улталанӑ: ҫул ҫинче тӑкӑнса кайнине пуҫтартӑм, тенӗ.Брали жену один раз, но и милицию она провела: дескать, россыпь подобрала, говорит.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Сӑмахсем пит васкаса тӑкӑнса пынипе эпӗ тата хытӑрах хӗрсе каятӑп, ман вӗсене урӑхла майлӑ, юрӑсенчи пек лартса тухас килсе пырать, — юрӑсенче кашни сӑмах чӗрӗ пек, пӗлӗт ҫинчи ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑрать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑй ани ҫинчи, юханшыв леш енчи упа паланӗ вӑрттӑн пытанса кӗтсе илмелли вырӑн пулассине, унта сурӑхсем кӗтнӗ кӗтӳҫ ачине, упа паланӗн ҫуркунне тӑкӑнса ҫӗр питне витсе хунӑ вӗтӗ шурӑ чечекӗсене шутлаканскерне, тӑшман пулисем кӗтессине вӑл малтанах пӗлме те пултараймӑн.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӑхрӗ: йӗмӗ тӑкӑнса кайнӑ сӗтпе вараланнӑ иккен.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗ урлӑ ушкӑнпа каҫнине Смолярчук ытлашши аппаланса тӑмасӑрах пӗлчӗ: йӗрсен сарлакӑшӗ те, тӑршшӗ те пӗр пек мар, вӗсен хушшинче тӑпра ытларах тӑкӑнса юлни сисӗнет.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку чӑтлӑхра яланах нӳрлӗ, сулхӑн; эрешмен карти, ҫӗрӗшнӗ тӑпра ҫине тӑкӑнса хуп-хура курӑнса выртакан панулми, хӑмла ҫырли, хӑшпӗр чухне вӑрман хӑнкӑли шӑрши кӗрет, ҫав хӑнкӑлана ҫырлапа пӗрле ӑнсӑртран ҫӑтса яратӑн та вара тепӗр ҫырлине хыпма васкатан.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аялта ҫулҫӑсӑр, типе пуҫланӑ хӑмла ҫырлин ҫамрӑк тӗми кукӑрӑлса хӗвел патнелле туртӑнать; сывлӑм шывне сыпнӑ йӗплерех ешӗл курӑкпа ҫамрӑк хупах, иртнӗ ҫул тӑкӑнса юлнӑ ҫулҫӑсем витӗр шӑтса тухнӑскерсем, ӗмӗрлӗх сулхӑнта сӗткенлӗн ешӗреҫҫӗ, вӗсем улмуҫҫи ҫулҫисем ҫинче хӗвел йӑмӑх ҫутӑпа вылянине те пӗлмеҫҫӗ тейӗн.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Бранка кӑвак чечекне, кӑпӑшка шӑрка туниллӗ сарӑ чашӑка аллинче епле тытса тӑнине курчӗ Вук, кӑпӑшка тунасем тӑкӑнса, чечекӗн тӗпне сарӑрах тусанпа витсе хураҫҫӗ; Бранка, тунана пӗтӗркелесе, чечеке ватать, ҫавна пула ун пӳрнисем кӑшт сарӑхнӑ, унтан вӑл, темрен кулса, чечеке пӑрахать…
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр вунҫичӗ ҫулхи ҫамрӑк йӗкӗт совхозри хӗрарӑм-повар ҫинчен хаҫата ҫырасси пирки каларӗ: вӑл апат валеҫнӗ чух купӑста яшкине пӑрисене тӑкӑнса каймалла, теприсене ҫителӗксӗр ярса парать, пӑтӑ валеҫнӗ чух пӗрисене купаласа, теприсене тӗпне ҫеҫ хурса парать иккен.
38 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вагон чӳречи витер Ленинград хӗрринчи заводсем курӑнса пычӗҫ, унтан — ҫулҫисем тӑкӑнса пӗтнӗ кичем ращасем, мартри лапӑрчӑкрах юрпа витӗннӗ хирсем тӑсӑлса пычӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл сасартӑк темле хура япала ҫине тӑкӑнса ӳкрӗ.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хушӑран ҫеҫ шӑплӑхра такамсен ури айӗнчен тӑкӑнса аннӑ хӑйӑр йӑштӑртатса илнӗ е чул катӑкӗсем куҫса аннӑ.Только изредка в тишине хрустели камешки или шуршал крупный песок, осыпавшийся под чьей-либо ногой.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пӗррехинче, каҫалапа, эпӗ мелкене сарӑмсӑррӑн сулса ятӑм та, Маринка ҫине самаях сӑрӑ тӑкӑнса сирпӗнчӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пичкери арпи тӑкӑнса кайнӑ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Салтаксем машинӑсем ҫинчен тӑкӑнса ҫеҫенхир тӑрӑх чупрӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн тураса якатман хытӑ ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ, нимӗҫсен сӑрӑ курткине вӑл вӗҫертсе янӑ, шӑлаварӗ ҫине хӑй чӗркенӗ чикарккин кӗлӗ тӑкӑнса тулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Юрӑ пире те, сӑмахӗсене ӑнланмасан та, питӗ илӗртрӗ, казахсем вара пысӑк тимлӗхпе, йӗри-тавра мӗн пуррине манса кайса, вӗреме кӗнӗ пӑтӑ котелокран кӑвайтӑн сӳнме пуҫланӑ кӑварӗ ҫине тӑкӑнса, таврана тутлӑ шӑршӑ сарнине асӑрхамасӑр итлерӗҫ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.