Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫа Сион хӗрӗн хӳмине ишме палӑртса хучӗ, вӗрен карӑнтарчӗ, тӑшман тустарасран Хӑйӗн аллине чарса тӑмарӗ; тулашӗнчи тӗрексене пӗтерсе тӑкрӗ, хӳмесем те пӗрлех ишӗлсе анчӗҫ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа тӑшман пек пулчӗ те Израиле пӗтерсе тӑкрӗ, унӑн пӗтӗм керменне ҫаратса тухрӗ, унӑн тӗреклетнӗ ҫурчӗсене аркатрӗ, Иуда хӗрӗн куҫҫулӗпе асапӗ талккӑшӗпех сарӑлчӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Вӑл вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн хаярлӑхне, вӑрҫӑ тискерлӗхне тӑкрӗ: ҫакӑ вӗсене пур енчен те ҫавӑрса илчӗ, вӗсем ҫавна асӑрхамарӗҫ; вӗсем ҫунчӗҫ, анчах ҫакна чӗрипе ӑнласа илеймерӗҫ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Элекҫӗ этем, икӗ чӗлхеллӗ этем ылханлӑ пулччӑр: вӗсем лӑпкӑ пурӑнакансене нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 16. виҫҫӗмӗш чӗлхи нумайӑшне вырӑнтан хускатрӗ, вӗсене пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне хӑваласа ҫӳрерӗ, 17. тӗреклӗлентернӗ хуласене тустарса тухрӗ, аслӑ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗсене салатса тӑкрӗ; 18. виҫҫӗмӗш чӗлхе ырӑ арӑмсене хӑваласа кӑларса ячӗ, вӗсене хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗ; 19. ҫав чӗлхене итлекен канлӗх тупаймӗ, нихӑҫан та лӑпкӑ пурӑнаймӗ.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗмӗрхи ишӗлчӗксем патне васкасамччӗ: сӑваплӑ вырӑна тӑшман пӗтӗмпе аркатса тӑкрӗ.3. Подвигни стопы Твои к вековым развалинам: все разрушил враг во святилище.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудифь ӗнтӗ вӗсене хыттӑн ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана мухтӑр, мухтӑр, мухтӑр Ҫӳлхуҫана, Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне Израиль килӗ тӗлӗнчен сирсе ямарӗ, ҫак каҫ пирӗн тӑшмансене ман аллӑмпа ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид вара Ваал-Перацим теекен вырӑна кайнӑ, ҫавӑнта филистимсене аркатса тӑкнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Давид каланӑ: Ҫӳлхуҫа ман тӑшманӑмсене ман умрах шыв юхӑмӗ аркатнӑ-ҫӗмӗрнӗ евӗр хирсе тӑкрӗ, тенӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.