Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкма (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухатер Ваҫуксен тӗнне ҫапла тиркесе тӑкма пултарайман-и?

Разве не мог Ухадер так осудить веру Вазюка?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара хӗр Ваҫука тыткӑна илме ӗмӗтленни сисӗнӗччӗ, халӑх умӗнче ӑна хӑртса тӑкма пулӗччӗ.

Тогда бы у нее был повод обрушиться на девушку, обвинить ее в том, что она соблазняет Вазюка, мечтает его женить на себе.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӗр ӗмӗт, эсӗ хускататӑн Асра суран пек юлнине, Чуна, юна эс васкататӑн Тӑкма вӑраххӑн тулнине…

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗк тӑкма шутламасть-ха, ӗлӗкхи пекех ҫӳлтен вӗҫесшӗн.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хамӑрӑн пулас ҫӗнтерӳ ҫинчен, Хӗрлӗ Ҫар нимӗҫсене тытса чарма кӑна мар, аркатса тӑкма та пултарасси ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Виҫӗ кун ҫитмерӗ мана Ока урлӑ каҫса вырӑссене аркатса тӑкма! — тулашрӗ хӑй тӗллӗн Сахиб-Гирей тӑшман енне ҫиллессӗн пӑха-пӑха илсе. — Вӑтӑр кун мар — виҫӗ кун!

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мамич-Бердей те, Тукай евӗрлех, час вӗриленсе каять; ҫилли усал унӑн, тарӑхнӑ вӑхӑтра мӑрса ҫынна тем туса пӑрахма та пултарать; Тукай евӗрлех вӑл екки янӑ чух хӑйӗн тарҫипе те калаҫать, шӳт тӑвать; ҫавӑнтах леш кӑшт вырӑнсӑр сӑмах каласассӑн ӑна хӗнесе тӑкма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унсӑрӑн кремль тулашӗнче тӑракан хура халӑх аллине лексен ҫурса тӑкма та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен вӑйӗ чакса ҫитнине кура крепоҫрен вырӑс воеводисем патне юлан утпа тутарсен чаплӑ виҫӗ ҫынни — Булат Ширин, Табай князь тата Апкай улан — тухнӑ та ҫапӑҫма, юн тӑкма пӑрахӑр тесе ӳкӗтлеме тапратнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пахча валли уйӑрнӑ лаптӑкра вӗтӗ йывӑҫсем ытларах, пӗтӗм йышпа тытӑнсан вӗсене ытлашши асапланмасӑрах хӑртса тӑкма пулать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк ҫак вӑхӑтра чунтан тулашнипе пӗтӗм шӑм-шакӗпе сиксе чӗтрерӗ, вӑл Урасмета тем каласа хӑртма, каласа хӑртма ҫеҫ-и — ҫурса тӑкма хатӗрччӗ, анчах ват ҫын мехелӗпе хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ, усалпа ҫыхланас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай вӗсене апат тума кансӗрлесе ҫӳренӗшӗн хар! кӑшкӑрса тӑкма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, ҫапах хӑйне тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурӑн хӑйӗн савӑнӑҫ куҫҫульне тӑкма пӑрахнӑ ӗнтӗ, вӑл сип-симӗс ҫулҫӑ сарнӑ, ҫӗмӗртпе палан та ҫеҫкене ларма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун валли тар тӑкма та кирлӗ мар.

При этом не понадобится прилагать существенных усилий.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак кунсенче Хӗрсен кӑштах тар тӑкма тивӗ.

В эти весенние дни Девам придется поднапрячься.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа-тенкӗ енчен йывӑр эрне, сирӗн нумай тар тӑкма тивӗ, анчах чылай япала сирӗнтен килмест.

Сложная в материальном плане неделя, требующая от вас больших усилий, энергичных действий, но при этом многое зависит вовсе не от вас.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах нумай тар тӑкма тивӗ.

Правда, для этого придется приложить немного усилий.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре нумай тар тӑкма тивӗ.

Будьте готовы к гонке на работе.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унта сирӗн ҫине каллех тем те тӑкма пуҫлаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь пире пӗтӗм ҫара тутар масарӗсем тӑрӑх сапаласа тӑкма яман, Хусан хулине илме янӑ!

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех