Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савтепипе юлашки хут уйрӑлнӑ тӗлте Ухтиванӑн чӗри тӑвӑррӑн тапса илет.

Когда Ухтиван дошел до места, где оставил тогда плачущую Савдеби, сердце его заныло так, что он остановился, присел на пенек, где когда-то сидела любимая девушка…

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑвӑррӑн сывланисем, Янтул еннелле пӑхса е пӑхмасӑрах «аван-и?», «лайӑх ҫӳретпӗр-и!» тенисем илтӗнкелеҫҫӗ.

А от дверей все еще доносилось: «Здравствуйте!», «Как здоровье?».

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр хушӑ пӗчӗк пӳртре Ивук тӑвӑррӑн сывлани те Шахрун хӑй чикки патӗнче мӑшӑлтатни ҫех илтӗнсе тӑчӗ.

В избе слышны только прерывистое дыхание Ивука и возня Шахруна с прогоревшей лучиной.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрен кӑкӑрӗ тӑвӑррӑн хӑпара-хӑпара анать, хӑйӑлтатать, алли кӑвар пек пӗҫерет.

Грудь девушки вздымается от трудного дыхания, в ней что-то булькает, руки жгут, точно уголья.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртре чӗрӗ хӑйӑ ҫатӑртатса ҫунни те ватӑ тимӗрҫӗ тӑвӑррӑн сывлани илтӗнет.

А в избе слышался треск горящей лучины да тяжелое дыхание старика.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Яр тетӗп, Ивук», — шӑппан, тӑвӑррӑн пӑшӑлтатрӗ хӗр Ивук ытамӗнчен вӗҫерӗнме хӑтланса.

— Отпусти, говорю, Ивук, — тихо и стесненно попросила девушка, все еще пытаясь высвободиться из объятий Ивука.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиванӑн чӗри темӗнле хумхануллӑн та тӑвӑррӑн тапса илчӗ.

Сердце Ухтивана сжала необъяснимо радостная и в то же время грустная боль…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫне вӑл тӳрӗ тытать, ҫуха айӗнчен карланкӑн кӑмӑрчаклӑ мӑкӑлӗ тӑвӑррӑн тухса тӑрать.

Голову он держал прямо, хрящеватый кадык туго выпирал из-под воротника, на щеках играл смуглый румянец.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗр ҫыннӑн шӑнӑрӗсемпе ирӗк вӑйӗ мар, ҫӗршер сывлӑхлӑ ҫыннӑн шӑнӑрӗсемпе ирӗк вӑйӗ сасартӑк пӗр кӗлеткере тӑвӑррӑн пӗтӗҫсе ларнӑ пек туйӑнать.

Словно мускулы и воля не одного, а сотни здоровых людей соединяются вдруг в одном теле так, что им становится тесно.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ун чухне вӑл хӑрас-тӑвасси ҫинчен те шухӑшламарӗ, ӑна тӑвӑр блиндаж та тӑвӑррӑн туйӑнмарӗ, йывӑр сывлӑш ҫаврӑнса тӑни те ӑна йӗрӗнтермерӗ.

Он не только не чувствовал ни малейшего страха или неудовольствия от тесноты и тяжелого запаха в блиндаже.

22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Шыв хӗрринче, ҫӗре тӑвӑррӑн чавса, пиллӗкӗн кӗрсе выртнӑ.

У реки, зарывшись в землю в тесном окопе, прилегли пятеро.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Казакӑн чӳречери ҫутта картланӑ сарлака хулпуҫҫийӗсене пула пӳлӗм тӑруках темле пӗчӗк те тӑвӑррӑн туйӑнса кайрӗ.

И сразу от широких плеч казака, заслонивших свет, комната стала маленькой и тесной.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех