Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванӗ (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл сехӗрленсе ӳкни тӗле килчӗ, картишне тухсан турхан тӑванӗ Иливанпа тепӗр тарҫӑ ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартса «эсӗ юлатӑн», «эсӗ юлатӑн» тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑшӗсем мулла терӗҫ ӑна, теприсем Хусанти чи пуян княҫсенчен пӗри, Мускава илсе кайнӑ ханӑн, Едигерӑн, тӑванӗ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ ун тӑванӗ мар пулӗ те?

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Походра турттарса ҫӳрекен лутра чиркӳ картлашки ҫинче Иван патша, унӑн ашшӗ урлӑ тивекен тӑванӗ Владимир Андреевич князь, Сильвестр протопоп, патша арӑмӗн пиччӗшӗ Захарьин боярин курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Катӑш князь тӑванӗ, — халь-халь макӑрса ярас пек сӑмах хушрӗ хӗрлӗ сухал урари йывӑҫ таканне кӗмсӗртеттерсе илсе.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чаплӑ ҫар пуҫӗ, Сулейман вӗренекенӗ, Хусанти тӑванӗ парнесем ярассине ҫеҫ кӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрать, хӗрарӑмӑн пысӑк парӑмӗсем ҫинчен тӑванӗ пӗлнӗ, ӑна полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Ҫак ватӑ карачи, унӑн ҫывӑх ҫынни, тӑванӗ хӑйӗнпе килӗшменни тарӑхтарчӗ пулас ӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр кунах Анастасия Александровна инҫе пурӑнакан тӑванӗ патне отпуска кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте тӑванӗ лаша кӳлсе килчӗ, ӑна урама хапха юпинчен кӑкарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Килмесӗр, килет. Пирӗнсӗр пуҫне ун тӑванӗ те урӑх ҫук», — тенӗ мӑн аккӑшӗ те.

— А как же, знамо, приедет, — подхватывала тетушка, — кроме нас, у нее и родных более нет, куда ж она денется?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр тӑванӗ те ҫичӗ ютран хаяр пулать.

А иногда и родной бывает злее семи чужаков.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ристан» Михапарӑн тӑванӗ Михапар хӑйӗн пӗрремӗш ывӑлне те Михапар ятах панӑ.

Так-то вот: от «ристана» Мигабара пошел внук Мигабар, который своего сына тоже нарек Ми га баром.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Усал ӗҫ тусан та, ырӑ ӗҫ тусан та ҫын чи малтан ҫакӑн ҫине хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем — ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗ, тантӑшӗ, савнийӗ мӗнле пӑхни ҫинчен шутлать.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман калаҫнӑ май ял ҫыннисем ҫине пӑха-пӑха илет те ҫакна асӑрхать: хӑшпӗр хӗрарӑмсен куҫӗсем куҫҫульпе шывланнӑ, вӗсем пит-куҫне тутӑр кӗтессисемпе шӑла-шӑла итлеҫҫӗ, вӗсенчен кашниех халь Ятман ҫине пӑхса хӑйсен фронтри тӑванӗ ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗмсӗр пыракан Сахиб-Гирей Чурук-Су айлӑмӗ тӑрӑх иртнӗ май хӑйӗн тӑванӗ Сафа ҫинчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, унӑн Хусанти тӑванӗ Шигалее аркатса тӑкса кунталла тапӑнса килӗ?

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑнланчӗ пулас Сафа хӑйӗн тӑванӗ мӗн каласшӑн пулнине, тек унпа чир ҫинчен пӗрре те калаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патша майрин тӑванӗ Михаил Глинский Черемисиновпа пӗрле каякан ушкӑна курчӗ те ӑна ертсе пыракан думнӑй дворянина хыттӑнах вӑрҫса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Нимрен те начар мар унта, Вологда таврашӗнче, — терӗ патша майрин тӑванӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех