Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвайккине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫарамас хӗр ҫав тери ҫывӑха килнипе ӑнран кайнӑ ача тӑвайккине чупса хӑпарчӗ, сӑрт хӗррипе хирелле ыткӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӳпере сарӑ хӗвеле картла-картла пӑтранчӑк пӗлӗт таткисем чупаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юхан шыв тӑвайккине ӳксе тӗллӗн-тӗллӗн хӑрӑм пек хуратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Урпаш юхан шывӗн сӗвек тӑвайккине вырнаҫнӑ Пурташ ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта кил-ҫурчӗ те хӑлтӑр-халтӑрскер кӑна, пӗр ҫырма тӑвайккине хамӑр лартнӑскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫур тӑвайккине чиперех ҫитрӗ пулас вӑл, унтан вара чикӗленсе кайса лапама ҫитичченех йӗлтӗрӗ-мӗнӗпе кустарса янӑ тулли михӗ пек йӑваланса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗчӗк Лена, виҫҫӗмӗш класра вӗренекенскер, уроксем хыҫҫӑн шартлама сивве те пӑхмасӑр, амӑшӗ чарнине те итлемесӗр, тӑвайккине йӗлтӗрпе ярӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫумӑр ҫусан, Пӑртас тӑвайккине ылхана-ылхана лава хыҫалтан тӗкеттӗм, чӗлхесӗр янавара, ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сӑмахпа ӳкӗтлеттӗм, канма ларсан хама кӑнтӑрлахи апат тума панӑ ҫӑкӑр чӗллине пӗр ҫӑвар ҫыртса илеттӗм те ыттине Прожектора параттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Тӑвайккине анса, ҫӑлкуҫӗ патнелле ҫывхарсан: — Эсӗ мунчана уттар. Хывӑнса хатӗрлен. Эпӗ милӗк илсе пыратӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑвайккине, катаччи ярӑнма, кашни ҫулах ачасем шыв сапса пӑрлантараҫҫӗ.

Поблизости ребятишки каждую зиму заливали горку.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юртать ун тӑрӑх кавалькада, Тӑвайккине вӑл хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑвайккине хӑпарса ҫитнӗ ҫӗре казаксем хӑшкӑлаҫҫӗ, вӑкӑрӗсем канма чарӑнса тӑраҫҫӗ.

Подъем кончился, казаки запыхались, волы стали.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Халӗ, ак, йывӑр тиенӗ лав тӑвайккине хӑпарса ҫитсе лачӑрах лашлатса аннӑн, ӗнтӗ ку асаплӑ лава хӑй текех нимӗнле те пулӑшма пултарайманнӑн, хӗв шухӑшне пӑшӑрхантарса тӑчӗ-тӑчӗ те пусӑрӑнчӑк Дина тӑвӑнчӑк вилтӑпри кутӗнче, ир ҫӗре кӗрсе выртнӑ амӑшӗпе те, хӑйӗнчен яланлӑхах писнӗ-ютшӑннӑ темӗнпе те сывпуллашса, вӑйран пуҫӗпех шӗлтӗркесе, масар лаптӑкӗнчен ыттисем паҫӑрах такӑрлатнӑ йӗрпе ун тулашне тухрӗ те укӑлча халхи еннелле авкаланакан сукмак ҫинелле шанчӑклӑн пӑрӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗсем калаҫа-калаҫа уезд центрӗ лайӑх курӑнакан тӑвайккине улӑхсан, Йован аслӑ жандарма каларӗ:

Разговаривая так, они поднялись на возвышенность, с которой был хорошо виден городок…

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Мигель сада кӗнӗ, тӑвайккине хӑпарнӑ, унтан тӑвайккин тепӗр енне пытанас тесе аялалла аннӑ.

Мигель зашёл в сад, поднялся на пригорок и спустился, чтобы укрыться по ту сторону пригорка.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Анчах лашасем, тӑвайккине хӑвӑртрах ҫӗнтерсе илсе тӳрем вырӑна тухас тесе, хӑйсемех малалла васкаҫҫӗ.

Однако лошади не воспользовались этим и сами торопились вперед, стремясь быстрее одолеть крутизну и выбраться на ровное место.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпир кӑвак мӑкпа витӗннӗ тӑвайккине хӑпартӑмӑр та, Чакак вӑрман ӑшнелле пӑрӑнса кӗчӗ.

Мы поднялись на обросший седым мхом холм, и Сорока свернул с дороги в лес.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑл тӑвайккине улӑхса ҫитрӗ, самантлӑха канса илме чарӑнчӗ пулас.

Он уже взошел на холм и на секунду остановился передохнуть.

Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Сӑртӑн кӑнтӑр енчи тӑвайккине пӳртри шӑна евӗр шӑнасем тухса тулнӑ, — хаваслӑн каласа парать вӑл Алексее.

С оживлением он вдруг рассказывал Алексею, что на южных склонах сопок появилось множество серых мух, похожих на комнатных.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах часах Петра: — Вилнӗ ҫынсене тӑвайккине ҫӗклесе хӑпарма йывӑр! — тесе хучӗ.

Но вскоре заявил Петру: — Носить покойников в гору — тяжело!

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӗсем шырланлӑ тӑвайккине хӑйсем Мориса вӗлерме шутланӑ тӗлтен, ту хушӑкӗпе мар, тепӗр енчен улӑхнӑ та тӳремлӗхе тухнӑ.

Взобрались на верх обрывистого склона не через ущелье, где предполагалось совершить убийство, а с другой стороны и наконец попали на равнину.

ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех