Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытнӑ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ проектсенчен виҫҫӗшне Кӗтне Пасар ялӗнче пурнӑҫланӑ: Кубнинская урамри ҫула юсанӑ, масар картисене тытнӑ, ача-пӑча валли тата спорт площадкисем хӑтланӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне 461 хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Тытнӑ!

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тытнӑ хайхине!

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ку таранччен милици вӑл ҫынна тытнӑ та-и, тен.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗр ачине тытнӑ, тепри — поезд ҫинчен ӳксе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫыру тытнӑ аллине Тина лаштах усрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл, ав, саппун аркине хиврелетсе ҫавӑрса тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Паттӑр салтаксем тӑшмана унта ямаҫҫӗ, тем чухлӗ самолетсем вӗҫеҫҫӗ тӳпере, урам тулли танксем кӗрлеттерсе иртеҫҫӗ — ҫӗр чӗтрет, салтаксем таплаттарса утаҫҫӗ, хӑшӗсем хулпуҫҫи ҫине йӗлтӗр тытнӑ, хӑшӗсем машина ҫинче, юланутлисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сулахай аллине пуртӑ тытнӑ, сылтӑм хул хушшине темӗнле йывӑр чул хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепри хӑмӑт йӗппи тытнӑ та ҫиппине тиреймесӗр тарӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Петрук пичче кашкӑр тытнӑ!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка икӗ аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытнӑ та Ҫӗпӗр ҫыннине шӑтарасла сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытнӑ, сылтӑм урине маларах пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хыҫалта, вӗрлӗкпе тытнӑ карта леш енче, мунча кӗтессинче Варука такам мӗлки курӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй евӗрлех шыҫмак пит-куҫлӑ арҫын вӗрҫӗнӗ купӑс тытнӑ та янӑратать пасара!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен полкӗ саланса кайнӑ-мӗн: вилнисем выртса юлнӑ, сыввисем, пӗчӗк ушкӑнсене уйрӑлса, хамӑр еннелле ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шнель-шнель! — кӑшкӑрать автоматне хатӗр тытнӑ нимӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл тытнӑ та хӑй ӑсӗпе утара кайнӑ! — тепӗр хыпар пӗлтерчӗ ҫамрӑк бригадир.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук ҫанҫурӑмӗ сивӗ тытнӑ чухнехи пек чӗтресе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех