Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тырӑсене (тĕпĕ: тырӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмах кӗркунне, хирти тырӑсене пуҫтарса кӗрсен, шыв арманӗ халӑхран пушанса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тырӑсене пухса кӗртмесӗрех ҫанталӑк ан пӑсӑлтӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртсе пӳлмесене хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Августӑн 14-мӗшӗ тӗлне 8923 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене вырнӑ, ҫапса тӗшӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма малалла пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%b2%d1%8 ... %82%d1%8c/

Кӗрхи тырӑсене вырса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ.

Уборка озимых уже завершается.

Пушкӑртстанра тырӑ тухӑҫлӑхӗ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/yal-khu-al-kh/20 ... tn-3389017

Ҫанталӑк условийӗсене пула тӗш тырӑсене 404 гектар (ку акнӑ лаптӑкӑн 4,1%), ҫӗр улми 103 гектар (пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 76,3%) пухса кӗртеймен.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир симӗс тумпа витӗнчӗ // Сергей Орлов. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%83%d0%b ... %87%d3%97/

Округри пӗтӗм хуҫалӑхра та тенӗ пекех пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ, акаҫҫӗ… // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫерҫи тырриллӗ е тырӑсене шӑрӑх персе хӑварнӑ ҫулсем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫурхи тырӑсене акса пӗтерсе ҫӗрулми лартнӑ хыҫҫӑн ялти чи сумлӑрах виҫӗ ҫынна ҫур аки уявӗ ирттерме суйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуллахи шӑрӑх та аптратаймасть тислӗкпе торф тӑкса кӑпкалатнӑ лайӑх ҫӗр ҫинчи тырӑсене.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ытти бригадӑсем трактор кӗмелӗх ҫӗр типессе кӗтсе ларнӑ чухне Михала бригади лаша сеялкисемпех тырӑсене акса пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫӗр пичӗ тӑрӑх вӗри хум юхать, тырӑсене пултарать.

Горячая волна катится по земле, способствуя росту хлебов.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем 10200 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене вырса ҫапса тӗшӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Районӗпе пурӗ 13604 гектар ҫинчи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене ҫапса тӗшӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫумӑрсем ҫукаласа тӑни кӑҫал чӑрмав чылай кӳчӗ пулин те, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акма вӑхӑтра ҫӗр хатӗрлесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

«Уйра тырӑсене тӑпӑлтарса кӑлара пуҫланӑ…»

— Хлеб в поле с корнем выдирает…

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пирӗн енчи ҫуртлӑ тырӑсене сӑнама килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тырӑсене кӗртыррисене те, ҫуртрисене те пӗтӗмпех пуҫтарма ӗлкӗрнӗ, хӑшпӗр ҫӗрте, хӑмӑл тӗпӗпе витӗнсе шӑртланнӑ сап-сарӑ уя хуп-хура йӗрпе чӗрсе, ҫӗртме сухи тӑва пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем амбарсенчи тырӑсене ҫисе, пӳртри тумтирсене кӑшласа пӗтернӗ.

Они грызли зерно в амбарах, точили одежду в домах.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех