Шырав
Шырав ĕçĕ:
- Хресченсем сиен ан тӳсчӗр, техника, оборудовани, паха вӑрлӑх, ӑратлӑ выльӑх ҫителӗклӗ туянччӑр, ӗҫ укҫине ӳстерччӗр - аталану ҫулӗ ҫине тӑччӑр - тесен мӗн тума сӗнетӗн?
Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.
15. Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1