Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянма (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунти хуларинчен кая мар пысӑк лаптӑк йышӑнакан лавккара шуруп-пӑтаран пуҫласа темӗн тӗрлӗ строительство материалӗ, хуҫалӑхра кирлӗ тӗрлӗ инструментсем таранах (ӗненетӗр-и, пурӗ 25 пин тӗрлӗ тавар) туянма пулать.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Андрей Сыкин, 20 ҫула яхӑн ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессипе тимлекенскер, вӗсене мӗн кирлине пит лайӑх ӑнланакан тата тӑтӑш хӑй патне тавар туянма ҫӳрекенсене те ҫывӑх паллакан пулса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Вӑрлӑха укҫа парса туянма хаклӑ пулнинче тата вырӑнта сахал туса илнинче мар-и?

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Патшалӑх «Лук-Агро» хуҫалӑха хатӗр-хӗтӗр туянма 30 процент субсиди парать.

Для приобретения оборудования хозяйству «Лук-Агро» государство предоставит 30 процентные субсидии.

Чипс тӑвакан савута кӗркунне уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35020.html

Кунсӑр пуҫне ытти спорт хатӗрӗсене туянма та укҫа-тенкӗне тӑкаклӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Япала туянма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт ҫитнӗ.

Наступил хороший период для совершения покупок у Водолеев.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тахҫанах ҫурт е дача туянма палӑртнӑ тӑк халӗ шӑпах лайӑх вӑхӑт.

Так что, если вы давно хотели приобрести дом или дачу, сейчас самое удачное время.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япала туянма, суту-илӳпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ тапхӑр.

Удачный период для осуществления покупок, всего, что связано с торговлей.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӳнӗ кредитсем, ҫак кредитсемсӗр пуҫне кӑҫалтан пуҫласа Росагролизинг урлӑ техника туянма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх паркӗ пуянланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60546

«Мунча вырӑнне Йӑмракассинче пӗр пӗчӗк магазин тумаллаччӗ, унта пурӑнакансем шӑрпӑк туянма та уй урлӑ утаҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех апат-ҫимӗҫе халӗ интернет урлӑ туянма май пур.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Хамӑр тӑрӑхри фермерсем туса кӑларакан продукцине туянма майсем ытларах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

хамӑр тӑрӑхри продукцие туянма майсем ытларах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

– Мӑйӑр туянма мӑйӑр сутрӑр-и?

– Продавали орехи, чтобы купить орехи?

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Хальлӗхе пысӑк япала туянма, килӗшӳсем тума, йывӑр ыйтусене тата пама ан тӑрӑшӑр - вӗсене каярах хӑварӑр.

Постарайтесь пока отложить крупные сделки или покупки, а также решение сложных вопросов.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Улттӑмӗш теҫетке ӗнтӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем Шупашкарти тӗп пасара тавар туянма, сутма ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Унта ярмӑрккӑсем, фестивальсем иртӗҫ, ҫынсен экологи тӗлӗшӗнчен таса продукцие тутанса пӑхма, туянма май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

— Ӑна туянма хӑш вӑхӑтра ӗлкӗртӗн? — юлташӗ ҫине кӑн-н пӑхрӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑхӑчӗ ун чух йывӑр та кӑткӑс пулнӑ, ҫапах та Кузьма Петрович ал усса ларман: колхоз валли районта никамран малтан грузовик туянма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сире Виктор Павлович ӗмӗр асӑнмалӑх «услам» кӑтартать акӑ, ӑна столовӑй валли уйрӑм ҫынсенчен аш туянма ирӗк парас ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех