Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; 38. ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Симеон вара вӗсене пилленӗ те Унӑн Амӑшне Марийӑна каланӑ: ҫакӑ Выртакан пирки Израильре ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ, Вӑл Турӑ палли пулӗ, нумайӑшӗ Ӑна хирӗҫ тӑрӗ, ҫапла нумайӑшӗн чӗринчи шухӑшӗсем палӑрӗҫ; 35. Санӑн Хӑвӑн чӗрӳ витӗр те хӗҫ тухӗ, тенӗ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтан вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр никам та унӑн япалисене ҫаратса тухаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн кил-ҫуртне ҫаратса тухӗ.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть: апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, тенӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: 12. хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Е тата вӑйламас ҫынна малтан хӑйне ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ? ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратса тухӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӑна каланӑ: Иудейӑри Вифлеемре, мӗншӗн тесессӗн пророк урлӑ ҫапла ҫырнӑ: 6. «эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнрен те кая мар: санран Пуҫлӑх тухӗ, Вӑл Ман халӑхӑма, Израиле, сыхласа усрӗ» тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Выҫлӑха тата инкек-синкеке пула ҫын хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине те хӗрхенмӗ, унӑн килне-ҫуртне вӑрҫӑ кӑралӗпех тустарса тухӗ, унӑн пурлӑхне ҫаратӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑн чухне Эпӗ сана маларах кӑтартнӑ паллӑсем пулӗҫ, вара эсӗ тинӗсрен ҫӗкленекен ар пек курнӑ Манӑн Ывӑлӑм тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ ун ҫӑварӗнчен тухакан ҫиле, вут-ҫулӑма, тӑвӑла курнӑ, 28. ун аллинче сӑнӑ та, ытти вӑрҫӑ кӑралӗ те пулман, анчах вӑл хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫма тесе пынӑ пысӑк йыша пӗтерсе пӑрахнӑ, — ӑна ҫапла ӑнланмалла: 29. акӑ Ҫӳлти Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑтарас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, 30. ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑратса пӑрахӗ, — 31. ӗнтӗ пӗрисем теприсене хирӗҫ, хула хулана хирӗҫ, пӗр вырӑн тепӗрне хирӗҫ, халӑх халӑха хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр; 3. йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫавӑн пек тӑваканӑн хуралӗнче ларакана, хурав паракана, тата Саваоф Ҫӳлхуҫана парне кӳрекене Иаков чатӑрӗсенче пӗтерсе тухӗ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа тухӗ те ҫак халӑхсене вӑрҫӑ кунӗнче тапӑннӑ пек пырса тапӑнӗ.3. Тогда выступит Господь и ополчится против этих народов, как ополчился в день брани.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн ҫиллӗм кӗтӳҫисем ҫине тулса ҫитрӗ, Эпӗ качака такисене те хаса парӑп: Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн кӗтӗвне, Иуда килне, пырса курӗ те вӗсене Хӑйӗн вӑрҫӑри ырӑ учӗ пек тӑратса тухӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем ҫийӗн Ҫӳлхуҫа килӗ те, Унӑн ҫӗмренӗ ҫиҫӗм пек вирхӗнсе тухӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ трупипе кӑшкӑртса ярӗ, Хӑй вара кӑнтӑрлахи ҫил-тӑвӑл ӑшӗнче пырӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт, 12. вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ ту, кам эсӗ Зоровавель умӗнче? эсӗ — тӳремлӗх, вӑл вара пурте шавлӑн: «ун ҫинче тивлет, тивлет!» тесе шавласа кӑшкӑрнӑ чухне кӗтес чулне илсе тухӗ.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пӗтӗмпе пӗтерсе тухӗ те, инкек тепре килмӗ вара: 10. вӗсем, пӗр-пӗринпе йӗплӗ кӳкен пек явӑнса чӑлханнӑскерсем, ӗҫке ернӗ ҫынсем пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗскерсем, типӗ улӑм пек хыпса илсе, пӗтӗмпех ҫунса кайӗҫ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл манӑн ӗҫӗме татса париччен, мана сут тӑвиччен ман ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗм; унтан Вӑл мана ҫутта илсе тухӗ те, эпӗ Унӑн тӳрӗлӗхне курӑп.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.