Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухмалла (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн пӗтӗм Хырлапа Кӗтне тӑрӑхне тавӑру вучӗ чӗртсе тухмалла, терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Дворянсен сӑтанаран тӑван йӑхне ҫакса тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑк чӑрӑш тӗлне тӑчӗ те тӗрлӗрен шухӑшларӗ: е шӑппӑн вӑрман ӑшнерех кӗмелле те ҫак инкекрен иртсе каймалла, е часовой патне вӑрттӑн пырса тухмалла та тӗп тумалла.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Мӗнле пулсан та, хӑвӑртрах ҫак тамӑк хуранӗнчен тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Анчах мӗнле тухмалла?

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫӑлӑнас тесен, пӗртен-пӗр ҫул ҫеҫчӗ пирӗн: нимӗҫсемпе шурӑ финсен ункине татса, хамӑрӑннисем патне тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ӑна тивӗҫме салтакӑн нумай йывӑрлӑх витӗр тухмалла.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Манӑн ыран ирхи сменӑна ӗҫе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Ирхине отчет памалла, склада кӗрсе тухмалла, теплицӑна шӑнкӑравламалла, председатель патне ҫитмелле…

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

- Кирек мӗнле ӗҫ те чунран тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ватӑлса хӑрнӑ, ҫӗрсе йӑмшакланнӑ, сиенлӗ имҫамсене пула чирленӗ, имшерленнӗ е пата тивнӗ йывӑҫсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр шатӑртаттарса тухмалла, унсӑрӑн вӗсем сыввисене чир ертме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Смена тӑршшӗпех курӑнманскерсем шӑп ҫав вӑхӑтра пирӗн пата пырса тухмалла пулнӑ тата начальникпа мастерӑн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫавӑнпа та ӗҫ нормин хакӗсене тепӗр хут пӑхса тухмалла мар-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Акӑ мӗн: пирӗн паян виҫҫӗмӗш сменӑна ӗҫе тухмалла, — пӗлтерчӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тухмалла, тухмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тухмалла терӗ вӗт, тухмалла ӗнтӗ, — таҫтан кӗсье тӗпӗнчен лӳчӗркеннӗрех пирус кӑларса тыттарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫитес шӑматкун ӗҫе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Санӑн та, Лена, халӑх хушшине тухмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрремӗш тракторсем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Предприятисемпе организацисем, уйрӑм предпринимательсем проектсем хатӗрленӗ, вӗсене тӗплӗн пӑхса тухмалла, тишкермелле.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех