Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухассӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темшӗн ӑна Сантӑркка урамран мар, картаран килсе тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь, общежитие кайма чӗннине илтсен, вӑл киревсӗр ӗҫсем туни ырӑ ҫынсен умӗнче тӑрӑ шыв ҫине тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матроссене океанпа каяссин вӗҫне тухассӑн туйӑнман.

Морякам казалось, что их плаванию не будет конца.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пит лайӑх тӑм, сӗтпе ҫӑрнӑ пек тачка тӑм, — алла тытса чӑмӑртасан, сӗткенӗ пӳрне хушшинчен юхса тухассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кунта вӑл хутран-ситрен сехечӗ ҫине пӑхкаласа каллӗ-маллӗ шиклӗн уткаларӗ: халь-халь таҫтан-муртан палланӑ ҫын сиксе тухассӑн туйӑнчӗ, вара кашни кӗтесрех Микихвӗр ресторан таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳрет, вӑл каллех ӗҫме пуҫланӑ пулас тесе пӑшӑлтатма тытӑнмӗҫ-и, хӑш-пӗрисем вӑрттӑн пӑшӑлтатнипех ҫырлахӗҫ-и тата — пуҫлӑхсем патне пӗр харӑсах икӗ-виҫӗ ҫӑхав ҫитермӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗш хушшинче тахӑш тӗлте, тахӑш самантра каллех хӗллехи пек асар-писер хӗрӳ лару-тӑру сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Улӑм купаланӑ акӑш-макӑш капансем пек курӑнакан мӑнаҫлӑ йӑмрасем хыҫӗнчен шап-шурӑ сухаллӑ патмар мучи кӑштӑртатса тухассӑн туйӑнчӗ, анчах ман ума йӳҫӗ тӗтӗмлӗ пирус хӗмлентерсе лутра пӳллӗ кутамас каччӑ пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пырӗ типсе ҫитрӗ, кӑшкӑрсан та сас тухассӑн туйӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳпке ҫӑвартан сиксе тухассӑн туйӑнать, пит кӳпчесе каять, куҫран куҫҫуль шӑпӑртатать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫӗрле ҫеҫ выртса-тӑма хӑрушӑрах, кӗҫ-вӗҫ тӗпел кукринчен анне кӑштӑртатса тухассӑн туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑл ҫулхине ҫынсем вӑрманта сехӗрленсе ҫеҫ ҫӳрерӗҫ, вӗсене таҫта кайсан та виле сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ, ҫил-тӑман тухассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Операци уншӑн ниепле те вӗҫне-хӗрне тухассӑн туйӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ҫав ик-виҫ район тытӑмӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм Днепрӑн сылтӑм енчи талккӑшне тухассӑн вӑл ӳсӗмсем тата мӗн чухлӗ ытларах пулнӑ пулӗччӗҫ-ши!

Насколько же возрастут эти преимущества, когда вырвемся на широкий простор правобережья Днепра!

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тата пӗрмаях мана хам простой, ӑслӑ ҫынна тӗл пулассӑн, вӑл вара мана сарлака та ҫутӑ ҫул ҫине илсе тухассӑн туйӑнатчӗ.

И всё казалось, что вот я встречу какого-то простого, мудрого человека, который выведет меня на широкий, ясный путь.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав тери ҫывӑрас килет пулсан та куҫне хупмасть-ха вӑл: темрен ҫывӑрса юласран хӑрать, ҫывӑрса кайсанах пӗр кӗтмен ҫӗртен темӗнле тӑшманла вӑйсем килсе тухассӑн туйӑнать ӑна.

Его одолевал сон, но мальчик старался во что бы то ни стало бодрствовать: у него было такое ощущение, что его могут застигнуть врасплох таинственные враждебные силы.

Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӗсен халь-халь сиксе тухассӑн туйӑнакан куҫӗсем хӗрелсе каяҫҫӗ.

Их глаза, выходившие от напряжения из орбит, были налиты кровью.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Чочой, сывлама чарӑнса, кашни кӗтесе тимлӗн пӑхса тухрӗ, ӑҫтан та пулин халь-халь Том сиксе тухассӑн, ахӑлтатса кулса ярассӑн туйӑнать ӑна.

Затаив дыхание Чочой внимательно осматривал каждый угол хижины, словно ожидая, что вот-вот откуда-нибудь появится Том и зальется своим звонким смехом.

«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Камера тӗлӗнмелле хӑватлӑн кӗрлет: халех акӑ унӑн стенисем ишӗлсе анассӑн, алӑкӗ сирпӗнсе каяссӑн, вара унти ҫынсем коридора персе тухассӑн туйӑнать.

Из камеры доносился такой грохот, что казалось, сейчас рухнут стены, повалится дверь и заключенные выбегут в коридор.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ҫур ҫул хушшинчех халӑха пӗтерсе лартрӗҫ вӗт, ҫак инкекрен хӑтӑлса тухассӑн туйӑнмастчӗ.

Ведь за полгода погубили народ, и не казалось, что из этой беды удастся выбраться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех