Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухассишӗн (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче армреслинг енӗпе округра мала тухассишӗн ӑмӑртусем пулса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/

Интереслӗ, республикӑра пурӑнакансем макулатурӑна ахаль ҫеҫ мар, командӑпа е уйрӑм зачетра мала тухассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Интересно, что сдавать макулатуру жители республики будут не просто так, а поборются за первенство в командном или индивидуальном зачете.

Пушкӑртра "БумБатл" кивӗ хут пухас енӗпе акци пуҫарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rn-3475896

— Тӗнчере мала тухассишӗн футболла выляҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

5-шӗ — «Орленок», 20-шӗ «Зарница» ушкӑнсенче мала тухассишӗн тупӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

Вӑрман хӗрринче палаткӑсем лартса ҫӗр каҫни, ушкӑнпа гитарӑпа юрӑсем юрлани, вут ҫинче хуранпа пӗҫернӗ апата кӑмӑлтан ҫини, ҫӗнӗ туссем тупни, ӑмӑртусенче мала тухассишӗн талпӑнни…

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Кӑҫал икӗ муниципалитетран 75 команда малти вырӑнсене тухассишӗн тупӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет.

Старейший дуб Моргаушского района вновь участвует в национальном конкурсе «Дерево года» за возможность занять первое место.

Муркаш районӗнчи юман каллех конурса хутшӑнать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34919.html

Н. П. Огарев тавра курӑмӗ Российӑри феодалла-крепосла йӗрке йӑшса пынӑ май класс кӗрешӗвӗ ҫивӗчленнӗ тапхӑрта ҫирӗпленнӗ, патша тытӑмӗпе крепосла правӑран ирӗке тухассишӗн пыракан кӗрешӗве ҫывӑх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн лашасемпе чупса мала тухассишӗн ӑмӑртусем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Ҫтаппан ӗҫ халӑхӗн ирӗке тухассишӗн тапраннӑ кӗрешӳ сӗмне кӗнӗ ҫеҫ пулсан, вӑл ҫав кӗрешӳре ыттисене май килнӗ таран пулӑшса кӑна пырать пулсан, унӑн ывӑлӗ Микула вара кӗрешӗве ертсе пыракан ҫын пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

«Химик-Август–2007» каччисем хӑйсен ушкӑнӗнче финала тухассишӗн виҫӗ командӑпа тӗл пулнӑ, иккӗшне парӑнтарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

Малалла вӗсем Раҫҫейри финалта мала тухассишӗн тупӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Финалта тупӑшӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10671-fi ... a-tup-sh-c

«Сирӗнтен кашни мала тухассишӗн ӑсталӑха кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Ку тапхӑрта пуҫлӑха тухассишӗн ан тӑрӑшӑр, хӑвӑрӑн тивӗҫсене лайӑх пурнӑҫлӑр.

В это время лучше не стремиться попасть в начальники, а просто хорошо выполнять свои обязанности.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чунӑмра темӗнле кӑткӑслӑх, тӗрӗсрех — пусахлав туйӑмӗ тухассишӗн усӑсӑр тапкаланать, анчах ум алӑка эпӗ питӗ ҫирӗп питӗрнӗ; хальхилле хӑйне евӗрлӗ лару-тӑрури ӗҫсенче манӑн яланах ҫапла.

В моей душе накрепко была закрыта та дверь, за которой тщетно билось и не могло выбиться ощущение щекотливости, даже, строго говоря, насилия, к которому я прибегал среди этих особых обстоятельств действия и места.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тухассишӗн эпӗ ҫӗҫӗ ҫине сикме та хатӗр.

 — Я полезу на нож за право выхода.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Атьӑр кунта тата 8.000 ҫуп-ҫап илсе тухассишӗн хушар.

Давайте сюда добавим еще один вывоз мусора за 8.000.

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

Российӑна экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлатас майпа Хура тинӗс ҫине тухассишӗн ӗмӗр пынӑ кӗрешӳ вара ҫак килӗшӳпе вӗҫленнӗ.

Этим была закончена вековая борьба за доступ к Черному морю, необходимый для экономического развития России.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Эпӗ те унӑн суя ӗҫӗсене пула улталантӑм, вӑл ҫын мар, ҫурма турӑ тесе ӗнентӗм; эпӗ те нумай вӑхӑт хушши унӑн чӗри ырӑ кӑмӑлпа тулнӑ пуль тесе ӗненсе пурӑнтӑм; анчах эпӗ, хам пӗлес темесӗрех, Спартак суеҫӗ иккенне, унӑн чӗри хӑй чапа тухассишӗн ҫеҫ ҫуннине пӗлтӗм.

— И я, несчастная дурочка, была введена в заблуждение его мнимыми добродетелями и верила, что он не человек, а полубог, но я должна была, против воли, убедиться, что Спартак — лгун, что он — подлый притворщик в каждом своем поступке, в каждом слове и что один только огонь воспламеняет его грудь — огонь честолюбия.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ун чухне Итали халӑхӗ Мадзинипе Гарибальди ертсе пынипе пусмӑртан тухассишӗн III Наполеон ҫарӗсене хирӗҫ, австриецсен пусмӑрне хирӗҫ, папа влаҫне хирӗҫ кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех