Шырав
Шырав ĕçĕ:
Трибуна ҫинчен хӗрлӗ сухаллӑ ҫын салтаксене хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлеме кирли ҫинчен сӑмах калать, вӑл вӗсене «ылханлӑ нимӗҫ-империалисчӗсене» часах ҫӗнтерсе, хамӑр ҫиеле тухасси ҫинчен сӑмах каласа ӳкӗтлет.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫилле читлӗхрен кӑларса ярсан мӗн килсе тухасси пирки тӗшмӗртнӗ май Том ассӑн сывласа выртрӗ.Он сидел и вздыхал, стараясь представить, что произойдет, когда из клетки выпустят гнев.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Тепӗр чухне вӑл Алиса патне пырса кӗресси, «Эпӗ ҫитрӗм» тесе каласан мӗн килсе тухасси пирки уйланать, анчах ҫакӑ ӑна, вӑл чӑн-чӑн Джон Тернер пулма пултарайман пекех, нихӑҫан та чӑна тухмассӑн туйӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Каҫхи апат вӗҫленсен, хӑнасем салансан Эсборн арӑмӗ патне пычӗ, ӑна куҫӗсенчен пӑхрӗ, аллинчен чуп турӗ, пуҫӗ кӑштах ыратнине уҫӑ сывлӑшра хӑваласа яртарма пӗр вунӑ минутлӑха урама тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Ашшӗне сиплекен тирпейсӗр, тӑмсай тухтӑр аса килчӗ те — ун вырӑнне урӑххине тупасси, пӳртре тирпейлес-си, эмелсемпе вырӑн таврашне пӗтӗмпех пӑхса тухасси пирки тӗмсӗлчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Юнашар хӗрарӑм пурри темех мар, Нока кунта вӑл хӑй тӗп вырӑн йышӑнни ҫырлахтарать, хӗр пассажир унӑн ирӗкӗнчен тухасси пирки уйланмасть те; чӑн та, Нок киревсӗр мӗнле те пулин ӗҫ тумашкӑн хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курасса яхӑнне те ямасть, ҫапах хутшӑнусене хӑйӗн, пӗччен, йӗркелесе тӑма май килни ӑна самаях рехетлентерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Халӑх хушшине тухасси тесен, сан мӗн вӑтанмалли.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Колхоз уй-хирне сенӗк йӑтса тухасси те илӗртмерӗ ӑна.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Канаша каякан автобус тапранса тухасси тепӗр икӗ сехете яхӑн анчах юлнӑ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Вӗсем ҫывӑхри вӑхӑтрах тепӗр хут ҫапӑҫӑва тухасси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть.О возобновлении удара в ближайшее время не могло быть и разговора.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ним хӑрамасӑр Лиски патне шӑтарса тухасси — ухмахланни ҫеҫ пулать, — хумхануллӑн каларӗ Межин, сухалне Ворошилов еннелле тӑсса.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫук, ҫук, чӳречерен тухасси пирки шутламалли те ҫук.Нет, о том, чтобы выбраться через окно, нечего было и думать!
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл Гессенди хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Эпикур вӗрентӗвне ҫӗнетнӗ пулсан та, унӑн теорине хӳтӗлекен Декарт та каярахпа пӑрахӑҫа тухасси ҫинчен каласа пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ эпӗ ирӗке тухасси хам кӗтнинчен иртерех пулчӗ тата вӑл пит темскерле майпа пулчӗ.И вот мое освобождение произошло раньше, чем я ожидал, и не совсем обыкновенным способом.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чӳрече витӗр тухасси йывӑр мар пуль-ха, — шухӑшларӗ Эмиль.«Наверное, через окно выбраться не так уж трудно», — подумал Эмиль.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпӗ хама йӑваш тытнине тата никама та тивменнине кура императорпа ун ҫывӑх ҫыннисен, ҫарпа пӗтӗм халӑхӑн кӑмӑлӗ ман еннелле ҫаврӑнчӗ те, часах ирӗке тухасси ҫинчен ӗмӗтленме тытӑнтӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Магелланпа унӑн юлташӗсене малалла тата нумай инкек-синкек кӗтсе тӑнӑ, анчах ҫав инкексем сиксе тухасси матроссен хӑйсен айӑпӗпех пулнӑ.Много бед предстояло впереди Магеллану и его спутникам, и эти беды они сами навлекли на себя.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ашшӗпе ывӑлӗ пӗр-пӗр пысӑк ыйтӑва сӳтсе явнӑ вӑхӑтра, сӑмахран, укҫа пӗтнӗ пирки йывӑрлӑхран мӗнле майпа ҫаврӑнса тухасси ҫинчен калаҫнӑ чухне е Алексеевсен асламӑшӗ хӑйне чиртен сыватнӑ ятпа тавтуса илсе килнӗ чӑхха илме юрать-и, юрамасть-и, — ун ҫинчен сӳтсе-явнӑ чухне — хӗрринчен пӑхакана икӗ ҫитӗннӗ ҫын — ӗҫри икӗ юлташ канашланӑ пекех туйӑннӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Анчах халӗ, черетре выступление тухасси тӑрать пулсан, — пӗтӗм вӑйсене, пӗр ҫынна хӑвармиччен, мобилизацилени кирлӗ, Ильич каларӗшле — кашни ҫынна ура ҫине тӑратмалла.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Патша влаҫӗ халӑх ирӗклӗхӗшӗн туртӑннине хирӗҫ мӗн тери хытӑрах тӑрать, революцилле вӑй-хӑват тапӑнни те ҫав таран хытӑрах ӳссе, вӑйлӑланса пырать, демократипе рабочи класс малта пырса татӑклӑнах ҫӗнтерӗве тухасси пулма пултарать.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.