Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туслӑхӗ (тĕпĕ: туслӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑрӑн юлташлӑхпа туслӑх туйӑмне ачасемпе мӑнуксене халалласа хӑварӑпӑр, анчах вӗсен туслӑхӗ юнлӑ вӑрҫӑра мар, ҫӗнӗ заводсем, хуласем, космос карапӗсем тунӑ ҫӗрте, ылтӑн тулӑ акса ӳстернӗ ҫӗрте ҫуралтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑрҫӑ тапрансанах Совет ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе йытӑпа кушак пек ҫапӑҫса каясса кӗтнӗ вӑл, анчах совет ҫыннисен туслӑхӗ, хӑвӑр куратӑр, вӑрҫӑра тата ытларах ҫирӗпленет!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анука ачисен ҫак айӑпсӑр вӑййинче вӗсен пулӑслӑхри юратӑвӗн пысӑк туйӑмӗпе туслӑхӗ ҫуралассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем ӳснӗ-ҫитӗннӗ май вӗсен туслӑхӗ ҫирӗпленсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Туслӑхӗ вӗсен нихҫан арканми пулӗ».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсен туслӑхӗ, юратӑвӗ кунтан-кун вӑйланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Эпир паян кунччен ахаль ҫын прависене ҫирӗп хӳтӗленӗ, халӑхсен туслӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑнӑ (тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаттӑмӑр пулин те, пӗр сиплӗ сывлӑшпа сывлаттӑмӑр) чи пысӑк патшалӑхра — Совет Союзӗнче -пурӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Вӗсен туслӑхӗ тулли те килӗшӳллӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Кӗвӗллӗ юмах вырӑспа чӑваш халӑхӗн туслӑхӗ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашпа чӑвашлах калаҫар // А. ИВАНОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44181-ch-va ... kh-kalacar

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ева Лисина чӑвашла ҫырнӑ пьесӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ «Халӑхсен туслӑхӗ» орденлӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ авторне вырӑсла куҫарттарса премьерӑра ҫак чӗлхепе кӑтартса панинчен мӗн тӗлӗнмелли пур?

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

— Апла вӗсен туслӑхӗ ҫирӗп мар, аслӑ князь, — кичеммӗн ларакан патшашӑн каласа хучӗ священник.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ вара вӗсен туслӑхӗ арканнине курсан каччӑ чӗринче шанчӑк ҫӗнӗрен ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫыр хӗрринчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн вӗсен туслӑхӗ хӑй тӗллӗнех сӗвӗрӗлсе пӗтес пулсан та, вӑл хирӗҫ пулмӗччӗ.

А после событий на обрыве он вообще не стал бы возражать, распадись их дружба сама собой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫакна эпир уйрӑммӑнах Октябрь ҫирӗм ултӑ ҫул тултарнӑ кун Сталин юлташ докладӗнчи ҫак сӑмахсене вуланӑ хыҫҫӑн лайӑх туйса илтӗмӗр: «Пирӗн ҫӗршыври халӑхсен туслӑхӗ вӑрҫӑри пур йывӑрлӑхсемпе испытанисене те тӳссе ирттерчӗ, вӑл туслӑх мӗнпур совет ҫыннисен фашистла захватчиксене хирӗҫ пыракан пӗрлехи кӗрешӗвӗнче татах та ытларах пиҫӗхсе ҫирӗпленчӗ».

И мы особенно ощутили эго в день двадцать шестой годовщины Октября, читая слова доклада товарища Сталина: «Дружба народов выдержала все трудности и испытания войны и ещё более закалилась в общей борьбе всех советских людей против фашистских захватчиков».

20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Салтаксен туслӑхӗ тӗрӗслӗхшӗн пыракан вӑрҫӑн аслӑ идеисемпе ҫирӗпленсе пырать, вӑл туслӑх Тӑван ҫӗршывшӑн пысӑк-пысӑк ӗҫсем тутарать.

Это дружба воинов, одухотворённых великими идеями справедливой войны, готовых на любой подвиг во славу Отчизны.

3. Ведущипе ведомӑй // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Икӗ летчикӗн туслӑхӗ сывлӑшра вӗҫнӗ чухне кашни йӑнӑша тимлӗн асӑрхаса пыма хушать — хӑвӑнне те, юлташун йӑнӑшне те хытӑ асӑрхама тивет: туслӑ пулнӑ майпа юлташу йӑнӑшне асӑрхаса та ӑна кӑтартса памасан, вара унӑн йӑнӑшне пысӑклатса яма ҫеҫ май кӳретӗн.

Спаянность лётной пары обязывает зорко следить за каждой ошибкой в воздухе — и своей и товарища: если из ложного чувства товарищества не обратишь внимание друга на ошибку, значит усилишь её.

3. Ведущипе ведомӑй // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аэродромра пулас икӗ ҫар лётчикӗн туслӑхӗ ҫирӗпленсе пычӗ.

На аэродроме зарождалась дружба будущих боевых пар.

3. Ведущипе ведомӑй // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Дзюбӑпа Скибанӑн вӑрттӑн туслӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗтсе ларнӑ.

Тайная дружба Скибана и Дзюбы была прервана войной.

12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫак каҫхине, ҫак самантра хӑйсене мӗн ҫыхӑнтарса тӑни, хӑйсен калаҫури юлташлӑхӗпе туслӑхӗ сасартӑк ҫухалнӑн туйӑнчӗ Павӑла.

Павле вдруг почувствовал, что все, что их соединяло, вся их боевая дружба и товарищество, сегодня, вот в эти минуты, разлетелось впрах.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пире вӗсен туслӑхӗ мӗн тери кирлӗ пулнине, эпир ҫӗнӗрен тӗл пулни мӗнле лайӑх пуласса хӑех ӑнланнӑ вӑл!

Сам понял, как нам нужна их дружба, как бы хорошо нам увидеться вновь!

24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех