Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пурри хӗрӗм валли юлтӑр. Хам кӗреҫепе те пуртӑпа туранӑ вӗлтӗрен е кӑшман ҫулҫинчен пӗҫернӗ яшкапа та пурӑнӑп», — тесе тӗв турӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

… Тепӗр виҫӗ кунран виҫӗ ҫынран тӑракан суд Пантей Арихович Арихова нимӗҫ фашисчӗсене сутӑннӑшӑн тесе ҫичӗ ҫуллӑха хупса лартма йышӑну турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫак вӑхӑтпа усӑ курса вӑл ҫемьине хӗлле валли вутӑ-шанкӑ татрӗ-ҫурчӗ, урам алӑк юписене тӗреклетрӗ, вите те сайхах шуччисене, пӗлтӗрех хатӗрленӗччӗ, ҫӗнӗ утӑ хуриччен улӑштарчӗ, ытти чухне алӑ ҫитмен тӗрлӗ ӗҫе турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Асламӑшӗ ларнӑ вырӑнтан тӑрса, урисене кӑштӑртаттарса, турӑш кӗтесӗ патне куҫрӗ, ҫине-ҫинех сӑхсӑхрӗ, мӑнукӗпе тепӗр хут тӗл пултарнӑшӑн Турра тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина ригель тӑрӑх темиҫе утас турӗ те электрод тыттармаллинчен туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сире мӗнле те, мана лесан чалӑш-чӗлӗш урисем те, чалӑш тӗрекӗн тачкӑшӗ те тивӗҫтермеҫҫӗ, — тесе вӗсене пурӑпа паллӑ турӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Пырас-и, пырас мар-и, — шутларӗ Ирина шӳтлеме-тӑрӑхлама тара кӗрешме те хирӗҫ мар Архипов виҫӗм кун вунулттӑмӗш хутра пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен аса илсе ӑна ыттисем умӗнче намӑс кӑтартасран вӑтанса. — Паян мар-тӑк, ыран пӗрех тӗл пулмалла. Халех курнӑҫни, тен, аван та», — тӗв турӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алла диплом илес умӗн Ирина ҫирӗм виҫӗ ҫул тултарнине паллӑ турӗ пулсан та хӑйне шкул ачи пек тытма пӑрахман, кӗпе аркине вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫтерсе ялан чупса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ахальтен-и кӗнекесем те пӗрре мар кӑларса вулакансене хаклӑ парне турӗ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Мана вӑл чӑтма ҫук мӑшкӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Юмӑҫ карчӑк ӑна лӑплантарнӑ пекки турӗ:

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Вӗсене кура Ҫтаппан бригади те ҫаплах турӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарин хӑйне ҫӑвар карса ларнӑ тенине илтсен, мак-мак турӗ те пӳлӗмрен тухса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чашт! турӗ пит тӑрӑх сивӗ шыв.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастерскойра тукмак пуҫне якатрӗ, мӑйран ҫакма ҫакӑ майлаттарчӗ — ҫӑраҫҫипе питӗрсе илмеллех турӗ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хыр кукӑрӑлса, кукӑрӑлса пычӗ те шарт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла Хӗветӗр вӗтӗ туратпа типӗ курӑк-ҫулҫӑ пуҫтарчӗ те темиҫе купа турӗ, унтан вӗсене чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Больницӑран тухнӑ хыҫҫӑн Раманпа клубра тӗл пулса калаҫрӗ, хӑйне вилӗмрен ҫӑлнӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗмсӗрт-кӗмсӗрт! турӗ ҫывӑхра.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Съезд уҫӑлнӑ кун фестивалӗн юлашки турӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех