Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӑ сăмах пирĕн базăра пур.
турӑ (тĕпĕ: турӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс маншӑн Турӑ пек ҫын кӑна-и, Турри хӑй пулнӑ, чӑнах ҫапла.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйсем хӑрушлӑхрине туйса, тутарсем «Алла! Алла!» (Турӑ! Турӑ) тесе кӑшкӑрашса тарнӑ, ҫарпуҫӗсем вӗсене «Тыр! Тыр!» (Тӑр, тӑр) тесе кӑшкӑрнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах асатте каланӑ тӑрӑх ӗлӗк пирӗн йӑхсен пӗр турӑ мар, сирӗнни пекех нумай турӑ пулнӑ, вӗсенчен чи аслине Кӑк, Кӑк Тенкӗр е Танкӑр тенӗ, ун чухне мишерсен чӗлхи те чӑвашсеннипе пӗр евӗрлех пулнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ хӑй пуҫне ҫакӑн пек ырӑ шухӑш пырса кӗнӗшӗн питӗ савӑннӑ, керменне мӗн пур турӑсене пуҫтарнӑ та чаплӑ уяв туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Манашкӑсем, чӑнах та, малтан турӑ амӑшне пуҫҫапаҫҫӗ, анчах турӑ амӑшне пуҫҫапнӑ чух хӑйсен пуҫлӑхне нихӑҫан та кутӑн тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ула Тимӗр йӑл-ял куҫне пӗрре Турӑ ҫине, тепре Полина ҫине ывӑтса илчӗ, унтан ӑна Турӑ ҫинче тилмӗрӳллӗн вичкӗнлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ҫӑмӑлах пулмарӗ унӑн малашнехи Турӑ патнелле хывӑннӑ ҫулӗ (пурне те пултаракан пирки иккӗленни те, унпа ӑшӗнче тупӑшни те, Полина вилӗмӗшӗн ӑна айӑплама пӑхни те пулчӗ), анчах Турӑ кӗнекисене, уйрӑмах псалтире, тӗплӗнрех, ӑша хывса вулани унччен ӑс-пуҫра цементленсе хытнӑ материализм никӗсне самаях хавшатса ишӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кулленхи пурнӑҫра «турӑ чурисене» пӗр-пӗринчен уйӑрса, хирӗҫтерсе яракан мул «турӑ ҫуртӗнче» те хӑйӗн хӑватне ҫухатмасть иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ах, турӑ, турӑ, мӗн курмалла-ши тата манӑн халӑх ҫине мӗнле куҫпа пӑхмалла?!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӗрлӗ тӳре-шара, Бернадский йышши халӑха выльӑх вырӑнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тӗрмепе, катӑркӑпа халӑхӑн сехрине хӑпӑтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евӗрлӗ «ятлӑ» ҫынсем; тамӑкпа тата турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗ; укҫа енчӗкне турӑ вырӑнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

«Ах, турӑ, ах, турӑ!

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗншӗн пӗр турӑ — Мӑхамет, тӗнчере урӑх турӑ ҫук…

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку кӗлӗрен Иливан нимех те ӑнланса юлаймарӗ, «Ҫырлах, ҫӳлти мӑн турӑ, мӑн турӑ амӑшӗ, пӳлӗхҫи, пӳлӗхҫӗ амӑшӗ. Сана ҫам парса пил илетпӗр», — тенине ҫеҫ лайӑх илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Турӑ ҫырнӑ, турӑ ҫырнинчен иртеймӗн», — аса илчӗ вӑл аслашшӗн сӑмахӗсене, Аттеней Хусантан таврӑннӑ чухне каланӑ хӑрушӑ сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, турӑҫӑм, турӑ, пултаратӑн та иккен эсӗ, Ятламас! — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ пулӑшсан (эп иккӗленместӗп, турӑ пирӗн таса ӗҫе яланах хӳтӗлесе тӑрӗ), ҫитес вӑхӑтра сарацинсене пурне те парӑнтарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Турӑ тени мар ҫав вӑл, Настаҫ аппа, чӑн-чӑн ҫын, турӑ тупнӑ пулсан, пӗр пусне те илсе килсе памастчӗ, хӑйӗн тарҫисене валеҫсе паратчӗ», — терӗ начальник, шӳт туса кулса.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Турӑ ҫуртне тума укҫа пуҫтарма тухрӑмӑр-ҫке, — ҫинҫе сассипе юрланӑ пек калама тытӑнчӗ Манехва, — Приходри халӑх чиркӗве хӑвӑртрах туса пӗтересшӗн, пурте укҫана турӑ мухтавӗшӗн пысӑк хаваспа параҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эй, турӑ, турӑ, сыхла мана усал-тӗселтен.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех