Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупӑнатех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни улшӑнун хӑйне кура кӑштах та пулин ҫитменлӗхӗ тупӑнатех.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑҫта та пулин мана валли лӑпкӑ вырӑн, канлӗ вырӑн тупӑнатех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тупӑнатех пӗр-пӗр грузовик, — терӗ Мӗтри пальто кӗсйинчен пирус пачки кӑларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Тен, пӗр ҫӗр грамм ярса ӗҫмелӗх те пулин тупӑнатех?

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Кашни шӑматкунах мӗн те пулин тупӑнатех вара ҫакӑнта.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шухӑ ут валли чӗн йӗвен тупӑнатех вӑл.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑваттӑн пурӑннӑ ҫӗрте пиллӗкмӗш валли те вырӑн тупӑнатех.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӗмӗтленни этемшӗн лайӑх: Мӗн шырани тупӑнатех…»

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Гариф ҫакна тӗшмӗртет кӑна та мар, шансах тӑрать, мӗншӗн тесен, ун шучӗпе, темиҫе ҫул хушши ертсе пыракан ӗҫре пулнӑ ҫынна яланлӑхах манса хӑварма тивӗҫлӗ мар, пӗр ырӑ ҫын тупӑнатех ӗнтӗ, районран е Шупашкартан килет те ҫавӑн пек активиста мӗншӗн манса хӑваратӑр тесе ятлатех.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утӑ-улӑм пасартан илсе курман — килхуҫалӑхра пӗр чӗрчуна ҫитермелӗх апат тупӑнатех.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялта мӗнпур ҫын кӑмӑлне кайма ҫуках ӗнтӗ, темле ырӑ пулсан та, сана хурлакан тупӑнатех, ҫапах та Ятмана ялта пурте тенӗ пекех юрӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Коллективра сире хирӗҫ каякан тупӑнатех вӗт.

Ведь в вашем коллективе обязательно найдутся люди, которые недоброжелательно к вам настроены из-за большой конкуренции.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуҫарулӑх кӑтартӑр, хӑвӑра хӑвӑр пек тытӑр - вара ӗмӗтленнӗ ҫын тупӑнатех.

Проявляйте чуть больше инициативы, ведите себя искренне и естественно, и вы увидите, что обязательно найдете того, о ком мечтали.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Виҫҫӗшӗ килеҫҫех ахӑр, ҫапла вара кампа та-тӑр шавламалли тупӑнатех.

Трое приедут, наверное, — таким образом, будет с кем пошуметь.

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакӑ I Петӗр патша вӑхӑтӗнченех пырать: хӑҫан та хӑҫан пурнӑҫпа мӗнле-тӗр патшалӑхӑн пысӑк ӗҫӗ е тата урӑх пулӑм халӑхӑн тымарӗпе сыхланмасӑр хуҫаланма пуҫлать, пуҫлӑх-бюрократ валли ӑшӑ вырӑн тупӑнатех.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Чӑн та, манӑн халлӗхе укҫа ҫук, — револьверпа патронсене кӑларса, кӗсйисене тавӑрса кӑтартрӗ Калюков, — анчах патшалӑх ӑна нумай пичетлесе кӑларать, ман валли те пӑртак тупӑнатех

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫҫи мар вӑхӑтра ялта кирек мӗнле ҫанталӑкра та чӳречерен пӑхса ларакан тупӑнатех ҫав.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта вара тупӑнатех Лёша.

Там-то уж Лёша наверняка найдётся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ҫапах та сухал хырма тесен, кашни боецӑнах пӗр пӗчӗк катӑк та пулин тупӑнатех вара.

Но для бритья у каждого имелся обмылочек.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тупӑнатех сӑмах вакламалли — авӑ хӑҫантанпа курнӑҫман!

Обязательно найдется, о чем поговорить — вон сколько не виделись.

11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех