Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупрӗ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выҫҫи халь те выҫӑ-ха, ҫапах вӑл тыткӑнран маларах хӑтӑлса ашшӗпе амӑшне шыраса тупрӗ, тӑван килне ҫитсе курчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сана, княже Петр Андреевич, — куҫӗпе Булгаков воеводӑна шыраса тупрӗ вӑл, — юхан шыв ҫинчи ҫарсене илсе кайма хушатӑп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода патӗнчен тухсан вӑл тӳрех Черемисинова шыраса тупрӗ, чупса пырса ӑна ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним тума пӗлмесӗр хӗртӗнсе выртнӑ ҫӗрте шыраса тупрӗ те ӑна Офоня Хлебник.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыннисене тупрӗ вӑл, марсана хӑйне тӗл пулаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Старикрен уйрӑлсан хан Крым ҫыннисем хушшинче Кучака шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑйӗн кивелсе кайнӑ витрине шыраса тупрӗ, вӗсем иккӗн ӑна тӗплеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас арпалӑха таврӑнчӗ те кӗтесре пӗр купа улӑм шыраса тупрӗ, сысна ҫури пек, ун ӑшне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑва ҫинче Ятламас хӑй амӑшӗн вил тӑприне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑх каларӗ Пикпав мучи, нимӗн те хирӗҫлемелли ҫук пек ӗнтӗ хакимӑн, анчах тупрӗ, татах чӗрре кӗме тытӑнчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупрӗ хӑйне валли кулянса пурӑнмалли.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь сӗлӗ купи ҫинче темскер тупрӗ, унтан паҫӑрхи пекех юман ҫумне пырса ҫыпӑҫрӗ, кунта каллех темскере сӑха-сӑха илчӗ; хальхинче вӑл сӑхнӑ тӗлтен ҫӗре темскер вӗлтлетсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

— Акӑ, патакки те кунтах выртать, ҫак патакпа чаваласа ҫӗмӗртӗм, — патаккине те тупрӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Елюк хыпалансах патак тупрӗ, унтан, ӑсран тухнӑ ҫын пек, чӳрече кантӑкӗсене ҫапса ватрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Мунчана кӗрсен, хыпашлакаласа икӗ кивӗ милӗк тупрӗ, вӗсене лапка ҫине илсе хӑпарчӗ те пуҫӗ айне хурса тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тата тепрехинче Люба темӗнле чечексем те тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Эс салтакра пире сыхланӑ чух санӑн Верук кунта урӑх каччӑ тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ачапча ҫитӗнтерме ҫӑмӑл мар, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусен хуравӗсене тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Шӗшлӗ пирӗн валли те ӗҫ тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне нимӗн те каламарӗ, Ваҫҫа, хулӗ ҫинчи карта шӑкӑр-шакӑр тутарса, пирӗн патака тупрӗ, ҫӗҫӗпе касса хӑйпӑтса илчӗ те аннене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех