Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупас (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ ҫын хӑйсен пӗр телейне (вӑл ултӑ ҫул каялла ҫухалнӑ) ҫӗнӗрен тупас пулсан, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телейне ҫухатать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Апла пулин те вӑл кӗсьерен кӑларнӑ сигарет пачкипе шӑрпӑк курупкине пӗвенелле вӑркӑнтарчӗ, пӗчӗк кӗпер ҫине кукленсе ларнӑскер, аллине шыва чикрӗ: пӗве тӗпӗнчи хӑйӑр ҫинче выртакан вӗтӗр-шакӑр чулсене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа вутчуль тупас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тамара Нухратовран хӳхӗмрех каччӑ тупас тет-и?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйне ҫав ҫулҫӑпа танлаштарнӑран Герасим Федотовичӑн туртас килни татах ҫивӗчленчӗ, ҫунман шӑрпӑк тупас шутпа кӗсье тӗпне тавӑра-тавӑра вӑл ватӑ юман ҫумне сӗвенчӗ, тарӑхнӑ качкипе, вӑйран кайнӑ нишлӗ ҫын хӑраххи, нӑч ҫыпҫӑнсах сӗвенчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сюльдяшовпа юнашар тӑракан Савантер хӑй майлӑ ҫынсене тупас тесе ял халӑхне пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрринерех тухса, пӗр-пӗр йывӑҫ шыраса тупас тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна тупас тесессӗн манӑн ӑҫталла каймалла?

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу, Алюнова тупас тесе, ун еннелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире паяр тупас ҫук Сӗм вӑрмансем пур чухне.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурне те тӗлӗнтермелли чаплӑ юман тупас тесе, Килтеш пупӗ шаларан шала кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тус тупас тенӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑр хуйхӑпа, ҫиме ҫӑкӑр тупас тесе, утӑ ҫулма тухакансем те сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Укаслуран лайӑх парне ӗмӗр шырасан та тупас ҫук, — тесе шухӑшларӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ҫыннисем арманҫӑ ҫухалнӑ тенине илтсессӗн таҫтан вӑрӑм шӑчӑсем сӗтӗрсе килчӗҫ те, ун ӳтне те пулин тупас тесе, шывра пӑлхатма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Шыв тӗпне шампа пулӑ пек пытансан, никам та тупас ҫук», — хӗрсе кайнӑ пуҫӗ пӗр самантрах тем тӗрлӗ шухӑш шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансене тӗл пулас, тупас пулать пирӗн, мӗнле пулсан та, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗррехинче каҫхине Федьӑпа Кирук тата Санюк чылай канашласа ларчӗҫ, ҫимелли мӗнле тупас пирки сӑмахларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑра вӑрманта хӑйне никам та шыраса тупас ҫуккине ӑнланчӗ те, пӗр ҫӗр метр чупсан, каллех чарӑнса тӑрса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тур пулӑшать-и пире, хамӑрӑнах тупас пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ленӑна шыраса тупас майсене те тӗплӗн шӗкӗлчемелле…».

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех