Шырав
Шырав ĕçĕ:
тунӑскерсене (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак парнесене, ҫирӗп те хитре чӗркесе тунӑскерсене, Ровно хулинче валеҫсе паратчӗҫ, фронта тата Германие яратчӗҫ.
Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Час-часах стариксемпе карчӑксем никончченхи вӑхӑтсенче авал пичетленӗ кӗнекесене сутма илсе пыратчӗҫ е ҫавӑн пек кӗнекесен спискисене, Иртизпа Керженец тӑрӑхӗнчи скитницӑсене хитрен ҫырнӑ кӗнекине илсе пыратчӗҫ; Дмитрий Ростовский тӳрлетмен Минейсен спискисене; авал ҫырнӑ иконӑсене, хӗрессене тата финифтьлӗ хуҫлатмалли пӑхӑр иконӑсене, Поморье тӑрӑхӗнче шӑратса тунӑскерсене; кӗмӗл куркасене, ӗлӗк Мускаври князьсем хупахра ларакан ҫынсене панӑскерсене; ҫавна пурне те, вӑрттӑн, шикленсе, аркӑ айӗнчен кӑтартса ҫеҫ сӗнетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, сӑрт хушӑкӗсемпе ту ҫурӑкӗсене тарса пытаннӑ чухне хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене — пуҫҫапма тунӑскерсене — этем каюрасемпе ҫара ҫерҫисене пӑрахса парӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн, 26. тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр; 27. вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр; 28. унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ларисӑпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пӑхма кӑмӑл тунӑскерсене, театр директорӗ Вадим Ефимов тата пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗтсе илнӗ.
Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Страницăсем:
- 1