Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумӗ (тĕпĕ: тум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тумӗ, сӑн-сӑпачӗ ытла та улшӑнни ҫеҫ иккӗлентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑпӑрлансемшӗн пуканесене чӑваш тумӗ тӑхӑнтарса капӑрлатни уйрӑмах кӑсӑклӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Ҫав ҫулах ӑна ҫар тумӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Хуҫине пит ятуллӑ ӗҫ тумӗ витӗр ҫамрӑк кӗлеткен пӗтӗм хусканӑвӗ палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку ҫав тери пысӑк сиен кӳни! — хитре сӑмахсем нумай пӗлекен докладчик, ҫурма ҫар тумӗ тӑхӑннӑскер, орден ҫакнӑскер, юнаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай та вӑхӑт иртмест — хӑраса ӳкнӗ хӗр умне хайхи каччӑ тухса тӑрать, вут-хӗм сирпӗтекен тумӗ тавралӑха ҫутатса ярать, юрӑ янраса каять:

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пирӗн енчен мобилизаципе каякансем те, контракт ҫырса ҫар тумӗ тӑхӑнакансем те чылайӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Анчах та алӑк хыҫӗнче — темле сивӗ шӑплӑх, сылтӑмра, симӗс пуставпа витнӗ сӗтел патӗнче, ҫар тумӗ тӑхӑннӑ вахтер тӑрать, сӗтел ҫинчи кантӑк айӗнче — пропуск тӗслӗхӗсем, сулахай енче вара, тӑваткал кӗҫҫе татӑкӗ ҫинче, часовой.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш вырсарни шкулне парне туса 30 ытла хӗр ачапа арҫын ача тумӗ ҫӗлесе тата илемлетсе, тухьясем хатӗрлесе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Унӑн уяв тумӗ ҫинчи наградисене шутласа та тухаймӑн: Ленин, Хӗрлӗ Ялав, ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (иккӗшӗ те виҫшер таранах!

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Юлашки залра кантӑк шкапра ҫулла тӑхӑнмалли летчик тумӗ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Комбат «пӗр ҫын тӗшне» тӑракан ватӑпа ачана хӑйӗн батальонне илет, вӗсене ҫар тумӗ парать, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтартать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Фельшерицӑна лаша, йӗнер, ҫар тумӗ тупса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ «кӗмӗл волонтерсем» «Туслӑх садне» тата та капӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сад илемӗ чун-чӗрене тыткӑнлать // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Ҫийӗнче — салтак тумӗ: погонлӑ гимнастерка, галифе, атӑ, хулпуҫҫи урлӑ шинель уртнӑ, ҫурӑм хыҫӗнче кутамкка.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах апла тумӗ ҫав пурнӑҫ йӗрки.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ман ҫири салтак тумӗ чиперех-ха, эсӗ вара йӑптӑхсах ҫитрӗн.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫтаппанӑн тӑхӑнмалӑх тумӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӳтӗлев тумӗ тата ятарлӑ техника.

Куҫарса пулӑш

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

Хӗрлӗ тӳрем ҫар тумӗ тӑхӑннӑ кадетсемпе, илемлӗ кӗпеллӗ пикесемпе пуянланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех