Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумне (тĕпĕ: тум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта шултӑра йывӑҫсем тахҫанах ешӗл тумне улӑштарнӑ, унта ҫав тери шӑл, ҫилсӗр ҫанталӑкра тӑп чарӑнса тӑрса итлесен, сарӑхнӑ ҫулҫӑ вӗлтӗртетсе ӳкнине те илтейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ун хыҫӗнчен вӑрман хуралҫисен тумне тата юман ҫулҫи эмблемӑллӑ карттус тӑхӑннӑ вӑтам пӳллӗ ҫын хыпӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хулана кӗреспе Микула каллех чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ ҫынна тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ ҫын вӗслетсе ларакансем еннелле ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халех тасатса яратӑп тесе, лавккаран щетка кӗрсе илнӗ те икӗ шульӑкӑн тумне тасатса янӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков ҫиелти тумне хывса ҫаннине тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑрхи тумне хывса чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урокра наци тумне тӑхӑнса чӑвашла юрлама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Киле ҫитсе, амӑшӗпе кӑшт-кашт пуплекелерӗ те тумне хывса тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Пупсем чӑваш тумне, юрри-кӗввине, тӗрлӗ йӑлисене юратмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗр улӑштарчӗ хӑй тумне.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑҫта пӑхан, унта — тӗрлӗ теслӗ тутӑр, кӗпе, саппун, икӗ ял хӗрарӑмӗсем ҫаран ҫине ӗҫлеме мар, хӑйсен уяв тумне кӑтартма тухнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн ҫар тумне те вӑл типтерлӗ упрать.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Ҫынна тумне кура ан хаклӑр, каярахпа вӑл сире урӑх енчен уҫӑлӗ.

Не оценивайте противоположный пол исходя из внешних данных, через какое-то время вы откроете наиболее интересных экземпляров.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа аслашшӗн юлташӗ Каруман каланипе вӗсем кӑнтӑрла суту-илӳ тӑвакан ҫынсен тумне тӑхӑнса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫири тумне хывса шифоньера ҫакайнӑччӗ Павӑл — ун патне Максудовпа Ковязин килсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Яким хӑйне чарайми пулнине курса, Эльгеев (Шекспир тумне тӑхӑннӑскер) ӑна лӑплантарма чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӑнне те, тумне те улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унччен те пулмасть — ҫӗмӗртпе палан чӗнтӗрлӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тумне хывнӑ ҫӗре хурӑн ҫырли аврисем шап-шур ҫеҫкене лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех