Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумланчӗ (тĕпĕ: тумлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Актёр йӗпе тумтирне улӑштарса тумланчӗ те триклиние пычӗ, унта ӑна чаплӑ апат кӗтетчӗ.

Актер переоделся и прошел в триклиний, где его ожидал роскошный ужин.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лось васкавлӑн тумланчӗ, Гусева вӑратмасӑр вулавӑша кайрӗ, анчах шаккасан никам та чӗнмерӗ.

Лось быстро оделся и, не будя Гусева, пошёл в библиотеку, но на стук никто не ответил.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эп — наччас, — тӑчӗ, тумланчӗ Матви вӑр-вар, алӑк патнелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫак вӑхӑтра рота йышлӑланчӗ, татах лайӑхрах хӗҫпӑшалланчӗ, тумланчӗ, летичевецсемпе недичевецсен пысӑк мар ушкӑнӗсемпе ӑнӑҫлӑн ҫапӑҫма пуҫларӗ.

Тем временем рота успела пополниться и еще лучше вооружиться, оправившись, она успешно вела бои с небольшими группами лётичевцев и недичевцев.

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Громада хӑй патне машина яма шӑнкӑртаттарчӗ те тумланчӗ, тепӗр ҫур сехетрен Зубавин пӳлӗмне ҫитсе кӗчӗ.

Громада вызвал машину, оделся и через полчаса был в кабинете Зубавина.

9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тавыль ашшӗне тек итлесе тӑмарӗ, ӑшӑрах тумланчӗ те йыттисем патне тухрӗ.

Тавыль не стал дальше слушать отца, одевшись потеплее, он вышел к собакам.

Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анюк, аслӑ хӗрачи, хӑй тӗллӗнех тумланчӗ, ҫӳҫне ҫупа сӗрчӗ.

Анютка, как старшая, насалила голову и сама оделась.

X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Атте хӑвӑрт тумланчӗ те, хӑйпе пӗрле пӗр ҫыхӑ хаҫат илсе, тухса кайрӗ.

Отец быстро собрался и ушел, прихватив подмышку связку газет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шура ерипен тумланчӗ, кухньӑна тухрӗ, унта ӑна повар каҫхи апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.

Шура медленно оделась, прошла на кухню, повар предупредил, что ужин готов.

IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑй те лайӑх тумланчӗ — чӗнтӗр хура шарф ҫыхрӗ.

Сама тоже хорошо оделась — в черный кружевной шарф.

Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Андрей тӑчӗ те, тумланчӗ.

Андрей встал и оделся.

2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Монтанелли тумланчӗ те аяла анчӗ.

Монтанелли оделся и сошел вниз.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Артур васкаса тумланчӗ те алӑка уҫрӗ.

Артур торопливо оделся и отпер дверь.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Гарик ҫӗкленчӗ те, хырӑм ҫинчи хӑйӑрне силлесе, тумланчӗ.

Гарик поднялся и, стряхнув с живота песок, оделся.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Аслӑ Артамонов васкаса тумланчӗ, питне ҫурӗ те ӑна ҫывӑхри почта станцине ҫити кайма лаша пама хушрӗ.

Артамонов старший торопливо умылся, оделся и приказал служке, чтоб дали лошадь до ближайшей почтовой станции.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ольга хӑйне алла илчӗ, ҫирӗпленчӗ, мана тухма ыйтрӗ, тӑчӗ, тумланчӗ — тытӑнчӗ вара мана вӑрҫма!

Ольга сразу отвердела, попросила меня выйти, встала, оделась — и ну меня отчитывать!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батманов хӑвӑрт тумланчӗ те Филимоновпа Федосова хирӗҫ тухрӗ, вӗсене кайран йышӑнма пулчӗ, хӑй пӗрремӗш участока тухса кайрӗ.

Батманов быстро оделся, вышел навстречу Филимонову и Федосову и, пообещав принять их позже, уехал на первый участок.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексейӗн ҫан-ҫурӑмне хур шатри тапса тухрӗ, вӑл хӑвӑрт тумланчӗ те ҫӑвӑнма чупрӗ.

Тело Алексея покрылось гусиной кожей, он быстро оделся и побежал умываться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Борин тумланчӗ те чӳрече патне пырса ларчӗ.

Борин оделся и сел у окна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вут хутса ҫунтарсан, анне те тумланчӗ.

Потом, когда истопили избу, мать тоже нарядилась.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех