Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумланнӑ (тĕпĕ: тумлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тӗрлӗ тӗслӗ, чечеклӗ тумтирсем тӑхӑннӑ чикансем вырӑнне кунти тенкелсем, чӑматансемпе рюкзаксем ҫинче, йӗпе ҫӗр ҫинех сарнӑ утиялсем ҫинче хулари пек тумланнӑ ҫынсем ларнӑ, вӗсен пальтисем, брюкисем, юбкисем, аттисем, пушмакӗсемпе туфлисем пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена лайӑх тумланнӑ; упӑшкишӗн илекен пенси тата фотограф-ретушер пулса ӗҫленӗшӗн илекен укҫа ӑна — питех мар пулин те — ҫиткеленӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тумланасса та чылай кулӑшла тумланнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урамсем тӑрӑх уявла тумланнӑ яш-кӗрӗм вокзал еннелле ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Килтех пулнӑ лешӗ, тумланнӑ та чирлӗ партизан патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ун хыҫҫӑн утаканӗсем кӑшт аслӑрах пулмалла, тумланасса та начартарах тумланнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

«Таса тумланнӑ ҫынсем умӗнче ухмаха перетӗп те — тӑратӑп вара», — тет шеремет хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ан тив, яка тумланнӑ пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пурте ҫапла тӑваҫҫӗ, эпир те ҫынсем пекех тӑвар, — вӗткеленсе тумланнӑ май калаҫрӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Муратов юлташпа паллаштарма тавҫӑртӑм-и эпӗ сана? — шукӑль тумланнӑ арҫын енне пуҫӗпе сӗлтсе, Тимуша айккинчен тӗртрӗ Стратонов.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эрне иртсен, чӳлмек цехне Стратоновпа шукӑль тумланнӑ палламан арҫын пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«С. А.! — васкаса тумланнӑ май вулатӑп фломастерпа ҫырнӑ сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Думитрупа пӗрле нихӑҫан та хӑна йышӑнса, хӑна пухса курманскер, тен, нихӑҫан та йӗркеллӗн хӑнана-мӗне кайса та, хӑна пӑхса та курманскер, вӑл хӑнасем килеҫҫӗ тенӗрен хавасланса ҫапла капӑр тумланнӑ ӗнтӗ, ҫапла тӑрӑшса тирпейленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Авангард Куҫми, каҫӑр сӑмсаллӑ ҫамрӑк арҫын, авангардла тумланнӑ паллах.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун ҫумӗнче темле икӗ шукӑль тумланнӑ ҫын тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Рульне пӗр вунпилӗк ҫулхи ача тытнӑ, хыҫалта вырӑсла тумланнӑ ҫамрӑк хӗр ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Петрянкин машинӑна хӑй тытса пырасшӑн пулнӑ, анчах тӗрлӗ тӗслӗ тумланнӑ «майор» руле хӑй тытнӑ — шофер ӗҫне вӑл хӑй те пултарать иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗри, шофер вырӑнӗнчи, 30 — 35 ҫулсенчискер, «граждански» тумланнӑ, тепри, унпа юнашар лараканни, куҫлӑхлӑскер — милици кӗпипе, унӑн хул пуҫҫийӗсем ҫинче — майор погонӗсем, пуҫӗнче — ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ карттус пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл утӑ ҫулма тухнӑ пекех янкӑс тумланнӑ: аркине сарлака чӗнтӗр тытнӑ шурӑ кӗпе, симӗс хурталлӑ кӗрен саппун, чӑпар тутӑр, симӗс жакетка.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗвеллӗ ҫанталӑк ытлашши сулхӑн мар пулин те хӗллехи пекех тӗплӗн тумланнӑ мучин шӑрпӑк пурах ӗнтӗ, анчах кам-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех