Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумасть (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулла, яла кайиччен, Тамара чӗрине тунсӑх пӗр шелсӗр тыта-тыта пӑчӑртатчӗ пулсан, халӗ хӑнк та тумасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗччен мар.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуҫи мотоциклне хыпашлать, лӑпкать, ҫапать те тапать — этем мӗн хӑтланнине ӑнланма пултарайман тимӗр чун хӑнк та тумасть, тапранмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кольпоскопи тунӑ чухне пачах ыратармасть, вӑл сиенсӗр, ӑна хирӗҫлемелли ҫук, вӑл сиенлӗ эффект та тумасть.

Куҫарса пулӑш

Краснокама районӗнчи ял поликлиникинче нацпроект енӗпе ҫӗнӗ кольпоскоп илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3755482

Ҫемҫе вырӑн ҫинче асамлӑ ӗмӗтсемпе кӑлӑхах йӑпанакансене, ҫын алли туртса кӑларнӑ кӑварпа хӗртӗнме пӑхакансене нихӑҫан та ырӑ тумасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑм шыва ӳкрӗ лашине хисте-хисте, ҫунине хӑй туртсан та, ҫаплах тарлас ҫук: кӑшкӑрса та, йӑвашшӑн та чӗнсе пӑхрӗ вӑл лашине, темиҫе хутчен ури ҫине тӑрса тилхепе вӗҫӗпе те хӑмсаркаларӗ, лешӗ ҫаплах хӑнк та тумасть, хӳри вӗҫне ҫеҫ хускаткалать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мучи хӑнк та тумасть, аҫа ҫапсан та, вӑранас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мишша ҫӗленсенчен хӑра-хӑрах пилӗк таран шыва вӑр-вар кӗрсе махоркӑна вӑкӑр сӑмси патне илсе пырать — вӑкӑр хӑнк та тумасть.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Патшалӑх ӗҫне тума ыйтсан-хушсан арӑм кӗпе аркинчен ҫакӑнни арҫынна чыс тумасть.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Сивӗ ҫумӑр, паллах, ырӑ тумасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Хӑйне валли кӑна ним те тумасть.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах ун патне халь тин никам та пырса кӗлӗ каламасть, чӳк тумасть.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑй те ас тумасть мӗн кӑшкӑрнине.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл юмана хӑҫан кам касса янине Ванюк ас тумасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫук, генерал шӳт тумасть пулмалла.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ара, хамӑрӑн Андриян Николаев та, чӑваша килсен, Чемее ҫитсе курмасӑр каҫу тумасть.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Вӑл ҫӗрӗ тумасть — чуста ҫӑрать е ҫав чустаран уначӑ унать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫавӑнпа та кӑмӑлтан тумасть вӑл хӑй пуҫарнӑ ҫӗнӗ ӗҫе, пикенсе каяймасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Аслисемпе хирӗҫни никама та ырӑ тумасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑнк та тумасть, ҫаплах алӑкпа сӗкӗшет.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сиен тумасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех