Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумалла (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тем тумалла ку арӑмпа? — шухӑшларӗ Тихон Иванович.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынна яланах ырӑ тумалла.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Лайӑх ӗҫлекен фермӑра заведующи пуласси мӗн вӑл, начар фермӑна лайӑх ӗҫлекен тумалла. Ку вара чӑннипех те пархатарлӑ тивӗҫ», — шухӑшлать вӑл час-часах.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ырӑсем пире, чӑвашсене, пӗртте усал тумалла мар тесех шухӑшлатпӑр хамӑр та, тепӗр чух.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑх сунатӑп пурне те!!!» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/116

Регион ертӳҫи Пушкӑртстанра пурӑнакансене чи малтан хӑйсен хисепне пӑхмасӑр сасӑлава хутшӑннисене тав тумалла тесе палӑртнӑ.

Руководитель региона подчеркнул, что первым делом нужно поблагодарить жителей Башкортостана, которые приняли участие в голосовании независимо от их предпочтений.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ республикӑра пурӑнакансене суйлавра хастар пулнӑшӑн тав тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3432096

Мероприятие вӗҫленӗ май ачасем библиотекарьпе пӗрле ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пирӗн сывлӑхшӑн зарядка тумалла, тасалӑха пӑхӑнмалла, тӗрӗс апатланмалла, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳремелле, спортпа туслашмалла.

Завершая мероприятие дети вместе с библиотекарем сделали вывод, что для нашего здоровья очень важно делать зарядку, соблюдать чистоту, правильно питаться, гулять на свежем воздухе и заниматься спортом.

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... mi-3372821

Унта ҫавӑн пек уйрӑмсене асӑрхама пулать: 1) Шӑнса пӑсӑлас мар, ерекен чирсенчен сыхланас тесен, мӗн тумалла тата мӗнле тумтир тӑхӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Унта ҫапла йышӑнса хӑварнӑ: чирлисене лайӑхрах пулӑшу пама медицина участокӗсем тумалла, ҫынсене сыватма ҫӳрес ҫул 20 ҫухрӑмран ытла пулмалла мар, больницӑсенче амбулатори тата аптека уҫмалла!

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Мӗн тумалла?…

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫук, ахаль мар, ӑна чунпа та юратса тумалла.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

«ДПМК «Яльчикское» ООО рабочийӗсен пӗтӗмпе 17799160 тенкӗлӗх ӗҫ тумалла.

Куҫарса пулӑш

Округра — вӗренӳ министрӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d0%be%d0%b ... 82%d1%80e/

— Ҫын дистанцилле майпа (электронлӑ меслетпе) сасӑлас тесен унӑн мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%81%d1%8 ... %b0%d0%b2/

Гаджетсемпе усӑ курма пӗлменнисен мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%81%d1%8 ... %b0%d0%b2/

— Паян куччӗрпа хӗре венчет тумалла, хӗрсене ҫӗлентен ҫӑлнӑшӑн.

— Сегодня должны кучер с царевной обвенчаться, за него выдают девушку, потому что он спас ее, — говорит старушка.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫакӑ куччӗрӗпе патшан кӗҫӗн хӗрӗн венчет тумалла тит.

И вот с этим кучером младшая дочка должна была обвенчаться.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

— Ҫук пуль, — ҫаплах иккӗлентӗм эпӗ, — тем тумалла ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

— ҫӗршыва радиофикацилесе ҫитермелле, телевидени центрӗсем тумалла, промышленноҫпа ял хуҫалӑх районӗсене пурне те телевидени передачисем парса тӑмалла;

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Медицинӑ ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ татса пама, ял хуҫалӑхне малалла ҫӗклеме кирлине кура, биологи наукисен пӗтӗм комплексне аталантарас енӗпе пысӑк ӳсӗмсем тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӗ васкавлӑ йышӑну тумалла мар.

Сейчас не имеет смысла принимать поспешные решения.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех