Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тулӑ (тĕпĕ: тулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри хиртен тулӑ вӑхӑтра пуҫтарса кӗртнӗшӗн савӑнать, тепри — ҫӑкӑр магазинӗнче ҫав тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ӑшӑ батон туяннӑшӑн, телейӗ йӑлт тулли пулма ӗнтӗ ӑна, калӑпӑр, хура вӑлча кӑна ҫитмест.

Один радуется, что убрал поле пшеницы, а другой — что в булочной ему попался выпеченный из той же пшеницы батон, да не какой-нибудь, а с хрустящей корочкой, и для полного счастья ему не хватает разве лишь того, чтобы батон этот намазать черной икрой.

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Лавккара сутакан тулӑ ҫӑнӑхӗн хутаҫӗ ҫине час-часах ҫапла ҫырнине вулатӑн: тулӑ ҫӑнӑхӗ, чи пысӑк сорт, паха тулӑран, 100 грамра белок - 10,5 г, ҫу - 1,1 г, углевод - 70 г, калори - 334 ккал.

Магазина на пакетах с мукой часто можно прочесть такую запись: мука пшеничная, высший сорт, из качественного зерна, в 100 граммах белка 10,5 г, жиров - 1,1 г, углеводов - 70 г, калорийность - 334 ккал.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

11. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳмелле, 12. унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни пултӑр: кашни пӑру пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, така пуҫне пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса парӑр, 13. кашни путек пуҫне тырӑ-пулӑ парни — пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса — парӑр; ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; 14. ҫав парнесем ҫине эрех сапмалла: пӑру ҫине ҫур гин, така ҫине гинӑн виҫҫӗмӗш пайне, путек ҫине чӗрӗк гин сапмалла; ҫулталӑк тӑршшӗпех кашни ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелле.

11. И в новомесячия ваши приносите всесожжение Господу: из крупного скота двух тельцов, одного овна и семь однолетних агнцев без порока, 12. и три десятых части ефы пшеничной муки, смешанной с елеем, в приношение хлебное на одного тельца, и две десятых части ефы пшеничной муки, смешанной с елеем, в приношение хлебное на овна, 13. и по десятой части ефы пшеничной муки, смешанной с елеем, в приношение хлебное на каждого агнца; это - всесожжение, приятное благоухание, жертва Господу; 14. и возлияния при них должно быть пол-гина вина на тельца, треть гина на овна и четверть гина на агнца; это всесожжение в каждое новомесячие во все месяцы года.

Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗр хаклашмасӑрах урпа, сӗлӗ, тулӑ, пӑрҫа тата пӑри вӑрлӑхӗ туянчӗ, пӗр михӗ ыраш тата икӗ пӑт тулӑ ҫӑнӑхӗ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл шутран 1739 гектар кӗрхи тулӑ, 237 гектар ыраш, 287 гектар ҫурхи тулӑ, 3255 гектар урпа, 713 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d0%bf%d3%b ... %ab%d3%97/

1761 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1491 гектар ҫурхи тулӑ, 3976 гектар урпа, 1039 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма малалла пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%b2%d1%8 ... %82%d1%8c/

Вӑл шутран 1788 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1980 гектар ҫурхи тулӑ, 4162 гектар урпа, 1191 гектар сӗлӗ, 60 гектар вика, 2218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫӗрулми валли ҫакнашкал пусӑҫаврӑнӑшӗ лайӑх: сарӑ илепер, кӗрхи тулӑ /улӑмне вӗтетсе хӑвармалла/, ҫӗрулми, ҫурхи тулӑ е урпа /улӑмне вакламалла/.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Кӗркунне — ыраш, кӗрхи тулӑ, ҫуркунне ытларах лесничествӑри лашасем тата улпут выльӑхӗсем валли ҫурхи тулӑ, сӗлӗ, хуратул.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юнашарах ҫӗлӗк персен те ҫӗре ӳкерми ҫӑра хӑмӑллӑ, тулли ҫурхи тулӑ уйӗ сарӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑл шутран 2198 гектар кӗрхи тулӑ, 683 гектар ыраш, 2188 гектар ҫурхи тулӑ, 3772 гектар урпа, 1096 гектар сӗлӗ, 158 гектар пӑрҫа, 105 гектар вика пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӑл шутран 2238 гектар кӗрхи тулӑ, 683 гектар ыраш, 4377 гектар урпа, 3625 гектар ҫурхи тулӑ, 1270 гектар сӗлӗ,158 гектар пӑрҫа, 125 гектар вика.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/09/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Мӗнпур ӗҫне пӗтерсен ҫеҫ, тепӗр тулли пучах татса илсе: — Лайӑх тулӑ, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, тулӑ е ыраш акса тума бригадӑра виҫӗ звено тусан, тулӑпа ыраш пусси виҫӗ пая пайланать, ҫапла-и?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫиелтен пӑхсан кок-сагызпа пачах интересленмерӗ темелле; вӑл, пур ӗҫе те хутшӑнчӗ пулин те, хӑйне тулӑ бригадин бригадирне лартнӑ пек, калаҫасса ялан тулӑ ҫинчен калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Колхозра пӗрремӗш ҫул тулӑ акнӑ чухне тулӑшӑн та ҫавӑн пекех сехӗрленеттӗмӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уй-хир тӑрӑх курса ҫӳренӗ май 100 гектар ҫинче кӗрхи тулӑ ешерсе ларать, ҫурхи тулӑ 180 гектар, урпа 240 гектар йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Вырма тухас умӗнхи кунсенчен пӗринче эпӗ хирти тулӑсене апробаци тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлерӗм: сортлӑх енӗпе мӗн тери таса пулнине палӑртма, чир-чӗрсене тата сиен кӳрекен кӑпшанкӑсене шута илме кӗлтесем пухса пытӑм; ҫӑра тырӑ ӑшшӗн пӑтрашса пӗр вӑтӑр-хӗрӗх утӑм тӑватӑн та пӗр ывҫӑ тулӑ кӗпҫисене ҫавӑрса тытса вӗсене тымарӗпех кӑкласа кӑларатӑн, унтан, малалла утатӑн; тепӗр ҫавӑн чухлӗ кайсан татах тепӗр ывҫӑ кӑклатӑн.

В один из предуборочных дней я работал на апробации посевов пшеницы: набирал снопы для определения сортовой чистоты, учета болезней и вредителей; сделаешь шагов тридцать — сорок, путаясь в густых хлебах, заберешь в горсть пучок стеблей, выдернешь их с корнем — и дальше, а через такой же промежуток — еще пучок.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Вӗсене тавра ҫӗршер ҫухрӑм сарлакӑш тулӑ хирӗсем тӑкӑнса ҫӗрнӗ, — тачкӑллӑ ҫынсем ҫӗрӗк тулӑ пӗрчисене пуҫтарса ҫинӗ.

Вокруг них на сотни верст осыпались и гнили пшеничные поля, — тачечники собирали и ели гнилые зерна.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Эпир унпа опыт туса пӑхрӑмӑр — ҫурхи тулӑран кӗрхи тулӑ турӑмӑр, Лысенко вӗрентнӗ тӑрӑх.

Мы с ней опыт делали — из озимой в яровую переводили.

6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех