Шырав
Шырав ĕçĕ:
Левен, паллах, кутӑнлашма, ҫук теме те пултарать, тульккӑш пӗрре каснӑ вӑрмана ҫӗрттерсе вырттарас килмест.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Эпӗ тульккӑш Вӑрманлӑ Тӑванкассинелле ҫул тытатӑп.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Айта пирӗн пата, тульккӑш малтан улма йӑранӗсене ҫумлатпӑр, кайран мӗн чухлӗ панулми ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ ҫиетӗн.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
— Ах, мӗнле килме пӗлтӗн тульккӑш, хӗрӗм, — тет вӑл питӗ шукӑль тумланнӑ хӗрӗ ҫине ытарайми пӑхса.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫӗр мӗнле чӑтать тульккӑш.
Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Хуть те ӑҫта вырнаҫ, — ман шухӑша пӗлнӗ пекех каласа хурать арӑм, — тульккӑш вӑхӑтра таврӑн ӗҫрен яланах.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
Савнӑ арӑмӑм, тульккӑш эсӗ мана ан хӑрат, куҫна ан хуп, тархасласа ыйтатӑп, ан хуп куҫна.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Атте, аттеҫӗм, эпӗ ӑна чӗнсе кӗретӗп, эсӗ тульккӑш ан хумхан кӑна.
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Кирек ӑҫта та, тульккӑш пӗрле, кӑмӑлу пулсан, паллах.
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
«Тульккӑш сутуҫисем пирки шутласа пӑхӑр. Ман шутпа, кусем те аптӑрамаҫҫӗ пек. Эпӗ вӗсене нумай вӗрентрӗм. Вӑрлас-тӑвас йӑлисем ҫук», — ҫаплах ӑнлантарать лавккаҫ.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Телейӗ пӳрмерӗ пулас тульккӑш.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ма качча тухма килӗшсе тульккӑш сана.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тульккӑш тек малтанхи пек кӑшкӑрашмарӗ Алёнка.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӗлӗнетӗп тульккӑш.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тульккӑш сӑмакун пачах ӗҫмест.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Тульккӑш эпир кунти ҫинчен Филькӑна кӗрсе кала.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тульккӑш вӑл вӗсене аквариумра усрать.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Эпир ҫынсемпе йытӑсем хыҫҫӑн чупрӑмӑр, тульккӑш вӗсем пирӗнтен иртсе кайрӗҫ, эпир вӗсене куҫран вӗҫертрӗмӗр, кайран вӗсем юханшыв леш енче пек туйӑнчӗҫ; эпир кимӗ ҫине лартӑмӑр та унта каҫса кайрӑмӑр, анчах никама та тупаймарӑмӑр, вара тӑвалла ишрӗмӗр — малтан ҫыран ҫумӗпе ҫеҫ пыраттӑмӑр, кайран ывӑнса ҫитрӗмӗр те ҫывӑрас килсе кайрӗ; кимме кӑкарса, ҫывӑрма выртрӑмӑр, пӗр сехет каялла ҫеҫ вӑранса кунта каҫрӑмӑр.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ӗнер каҫхине эпир, шӑллӑмпа иксӗмӗр, Испани утравӗ ҫине сунара кайрӑмӑр та, — тесе каласа патӑм эпӗ ӑна, — унта сулӑ тупрӑмӑр, ун ҫинчех ҫӗр каҫма юлтӑмӑр, ҫур ҫӗр ҫитеспе шӑллӑм ыйхӑ тӗлӗшпе пӑшала урипе тапнӑ пулмалла та, пӑшалӗ персе янӑ, пули унӑн урине лекнӗ; халӗ ак суран ҫыхма сире пыма ыйтатпӑр, тульккӑш никама та нимӗн те калама хушмастпӑр, мӗншӗн тесен эпир паян каҫалапа киле таврӑнасшӑн, пирӗн тӑвансем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ-ха.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тульккӑш акӑ мӗн: ҫӗҫӗпе чавса кӑлармашкӑн Джим ҫамрӑк ҫын мар.Только вот что: не такой Джим молодой, чтобы его ножом откапывать.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.